Апрелĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски салинче Чăваш Республикинчи пенсионерсен спартакиадин иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Ăмăрту спортăн 5 тĕсĕпе пулчĕ: ишессипе, пăшалтан тĕл перессипе, дартс, çăмăл атлетика (800 метр чупасси), комбинациллĕ эстафета.
Муркаш округĕн атлечĕсем кашни енĕпе пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Ишессипе П. Васильев - 3-мĕш вырăн, Е. Максимова - 4-мĕш вырăн. 800 м чупассипе Р. Якимова финиша виççĕмĕш çитрĕ. Комбинациллĕ эстафетăра пирĕн команда (Р. Якимова, З. Васильева, М. Романов, В. Волков, Е. Максимова, П. Васильев, В. Марков, И. Димитриева) финишра виççĕмĕш пулчĕ. Пăшалтан тĕл перессипе Г. Евдокимова - 4-мĕш. Унтан маларах Шупашкарта пенсионерсен спартакиадин 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Пирĕн теннисистсем лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче З. Алексеева 2-мĕш пулчĕ, арçынсем хушшинче В. Волков - 4-мĕш.
Пур ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш округĕн команди пенсионерсен спартакиадинче 4-мĕш вырăнта пулчĕ. Яллă округсем хушшинче муркашсен команди Шупашкар округĕн команди хыççăн - 2-мĕш вырăнта.
Февраль уйăхĕнче Шупашкарта республикăри шашка турнирĕнче А. Анисимова питĕ лайăх вылярĕ, 1-мĕш вырăна тухрĕ, Л. Андреев - 2-мĕш вырăна. Команда зачетĕнче пирĕн команда 1 тата 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн шашистсене Чăваш Республикин командине кĕртрĕç. Раççей первенствинче республика команди 5-мĕш вырăнта пулчĕ.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче округ администрацийĕнче шашкăлла выляссипе округ чемпионачĕ иртрĕ. Унта территори пайĕсенчи 13 команда тупăшрĕ, 42 спортсмен вăй виçрĕ. Команда зачетĕнче орининсем чи пултаруллисем пулчĕç, иккĕмĕшсем -муркашсем, ун хыççăн - çатракассисем.
Арçынсен уйрăм тупăшăвĕнче С. Яруков - 1-мĕш, А. Прокопьев - 2-мĕш, В. Егорова - 3-мĕш. Хĕрарăмсем хушшинче И. Димитриева çĕнтерчĕ, А. Анисимова - 2-мĕш, Г. Гаврилова - 3-мĕш.
Çак чемпионатăн пĕтĕмлетĕвĕ çапла: çатракассисем - 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсем, муркашсем - 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсем, юнкăсем - 3-мĕш. Арçынсем хушшинчи тупăшура: Л. Андреев - 1-мĕш, В. Егоров - 2-мĕш, Ю. Николаев - 3-мĕш. Хĕрарăмсем çапла çитĕнÿ турĕç: А. Анисимова - 1-мĕш, Г. Гаврилова - 2-мĕш, Л. Никитина - 3-мĕш.
Апрелĕн 22-мĕшĕнче вара ветерансем спортăн тĕрлĕ енĕпе ГТО нормисене пачĕç. Ку хутĕнче те йышлăн пухăнчĕç вĕсем. Ку пирĕншĕн черетлĕ спорт уявĕ пулчĕ. Аслă ăрăва Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ - вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламларĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ, ветерансем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхрине тата пирĕнпе хăпартланнине пĕлтерчĕ.
Пирĕн хушăра чăннипех те спорта юратакан çын йышлă. Спорта юрататпăр, çавăнпа килетпĕр кунта, кăтартушăн мар, хамăршăн, теççĕ вĕсем. Эпĕ пурне те çакăн пек мероприятисене хутшăнакансене тав тăватăп, малашне те пĕрле пуласса шанатăп.
Петр СКВОРцОВ, пенсионерсен пĕрлĕхĕн округри уйрăмĕн ертÿçи.
Август 2026 |
