Ирĕклĕ майпакĕрешрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 12:58 Просмотров: 69

Апрелĕн 18-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртрĕ. Ăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă. Унта Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Шупашкар, Çĕрпÿ округĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар (2 команда), Етĕрне, Канаш хулисенчи 74 спортсмен вăй виçрĕ.

Спорт ăмăртăвне Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ - вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спор пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова уçрĕ, салам сăмахĕсем çумне Шупашкар хулинчи Кочков ячĕллĕ 5-мĕш олимп резервсен спорт шкулĕн ертÿçи И. Фомин, ирĕклĕ майпа кĕрешессин Чăваш Республикинчи аслă тренерĕ А. Ефимов, округри спорт пайĕн ертÿçи В. Петров хутшăнчĕç. Ăмăртура командăсем лайăх хатĕрленни, кĕрешÿ мелне аван пĕлни курăнчĕ. Хăйĕн виçе категорийĕнче Стас Багров 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Егор Туритов - 2-мĕш вырăна, Максим Сорокин тата Глеб Вадимов - 3-мĕш вырăна.

Спорт уявĕ пуриншĕн те кăмăллă тата усăллă иртрĕ. Призлă вырăнсене тивĕçейменнисем кĕрешÿре ăсталăх пухрĕç, ку та питĕ лайăх. Çавăн пекех апрелĕн 2 - 6-мĕшĕсенче Кемеровăра 16 çулчченхи хĕрсем Раççейре мала тухассишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешрĕç. Пирĕн воспитанниксем те унта хутшăнчĕç, лайăх кăтартусем тума пултарчĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче Камилла Охотникова 2-мĕш вырăнта пулчĕ, Арина Скворцова - 3-мĕш вырăнта. Вăрăм çула кайса килме пире округри спонсорсем - ял хуçалăх предприятийĕсем, предпринимательсем - пулăшрĕç, тавах вĕсене. Хăшĕсем вара пулăшма шантарчĕç те çухалчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан вара ирĕклĕ майпа кĕрешесси округра аталанать, малашлăх пур. Çакăн пек ăмăртусем туслăха çирĕплетеççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ, паллах, патриотлăх туйăмне те аталантараççĕ.

Вячеслав УгАСИН, ирĕклĕ майпа кĕрешессин тренер-преподавателĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6