Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упрар

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 12:55 Просмотров: 53

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикипех Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак куна ирттересси Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе çыхăннă. Ăна халалласа чăвашлăха упраса хăварассипе тĕрлĕ шайра мероприятисем ирттереççĕ. Ку уява чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче - Тутарстанпа Пушкăрт Республикисенче, Самарăпа Ульяновскра тата ытти тăрăхра та паллă тăваççĕ.

Чăваш чĕлхин кунне 1992 çулта уявлама йышăннă. Пирĕн тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш регионĕнче вăл вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Атте-анне чĕлхи - тăван чĕлхе. Çавăнпа та хамăрăн чăваш чĕлхине упрамаллах. Йăнесĕлсен чĕлхине, йăли-йĕркине аслисен ачасене шкулта вĕрентсе пымалла. Иван Яковлев халалĕ ахальтен кăна мар, вăл пулас ăрусене тăван чĕлхене упрама пилленĕ. Ку енĕпе эпир Чуманкасси шкулĕнче сахал мар ĕç тăватпăр тесе шухăшлатăп. Урок ирттернисĕр пуçне класс тулашĕнчи ĕç те сахал мар пирĕн. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Валентина Николаева ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, чăвашлăха упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, ачасене ку тĕлĕшри конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма хавхалантарать. Йăла-йĕркене упрассипе чуманкассисен ĕçĕ курăмлă тесе калас килет. Кăçал тата иртнĕ çул аслă классенчи пирĕн ачасем йăла-йĕрке конкурсĕнче салтак ăсатни пирки чăн чăвашла сценка лартса пачĕç, округра пĕрремĕш вырăна йышăнчĕç. Çакă хумхануллă та илемлĕ самант пулчĕ. Ачасем чăваш тумĕсем тупса тăхăнма пултарчĕç, юррсăмахĕсем те чуна тивмелле илтĕнчĕç. Чуманкассисен пултарулăхне жюри пайташĕсем тивĕçлĕ хак пачĕç тесе шухăшлатăп. Ку тĕлĕшри конкурссенче тунă çитĕнÿсем татах та пур пирĕн. Çавăн пекех ăс-тăн шайне тĕрĕслекен конкурссемпе олимпиадăсенче те пирĕн ачасем япăх мар çитĕнÿсем тăваççĕ, тĕслĕхрен, иртнĕ çул округра чăваш культурипе ирттернĕ олимпиадăра халĕ 11-мĕш класра вĕренекен Валентина Макарова лайăх кăтартусем турĕ. Кăçал вара ытларах тăрăшрĕ, республика шайне тухрĕ. Çакна та палăртса хăварас килет, кăçал вăл республика олимпиадисене тĕрлĕ предметпа хутшăнчĕ. Кĕçĕнрех классенчи ачасем те пултаруллă, йăла-йĕркене упрассипе вĕсемпе те тĕрлĕ ĕç сахал мар ирттеретпĕр. Вĕсем те чăваш тумĕ тăхăнса чăваш юрри-ташшипе сцена çине тухаççĕ.

Альбина ЕФИМОВА, Чуманкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6