Улмуççисене хÿтĕлер

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 15:55 Просмотров: 69

Çуркунне вăй илсе пынă вăхăт. Çавна май ялсенче пахча ĕрчетекенсен улмуççисем тĕлĕшпе те çывăх вăхăтра тимлĕхе ÿстерме тивет. Халĕ каланине шута илсе манăн ыйту çуралчĕ: «Улмуççисем çинче хĕл каçнă хурт-кăпшанкăпа мĕнле кĕрешмелле?». Маларахах сĕнÿ паракан пулсан лайăхчĕ.

С. СМЕЛОВА, пахчаçă. Шетмĕпуç территори пайĕ.

Вулавçă ыйтăвĕпе Тереçре пурăнакан пахчаçă-агронома Александр Шарикова паллаштартăмăр. Вăхăт пуррине шута илсе унăн сĕнĕвĕпе сире тухăçлă усă курма сĕнетпĕр:

- Çанталăк кунсерен ăшăтса пынă май вулавçă хускатнă ыйту шăпах çывăх кунсенче татса памалли ĕç пулса тăрать. Унран çывăрса юлмалли çук çеç. Çанталăк ăшăтса пынă май, сисмĕпĕр те, улма-çырла йывăççисем çинче кăчăкăсем тухма пуçлĕç. Хăйĕн садĕнчен пысăк тухăç кĕтекен пахчаçăран çак тапхăр пысăк яваплăх ыйтать. Уйрăмах улмуççисен вуллисемпе тураттисем çинче хĕл каçнă хурт-кăпшанкăпа вăхăтлă кĕрешесси малти вырăна тухать. Ку ĕçе пахалăхлă пурнăçлас тесен улмуççисем кăчăкăланма пуçласанах вĕсене 10 литр шыв çине 30 грамм карбофос, 20 грамм хлорофос, 40 грамм хлорлă пăхăр ярса хатĕрленĕ шĕвекпе сирпĕтмелле. Вăхăтра пурнăçланă ĕç пан улми чечекне сăтăр тăвакан нăрăран та, пурăна киле пан улмине чирлеттерекен чирсенчен те хÿтĕлеме пулăшать. Çуркунне çывхарни тимлĕхе çырла тĕммисем тĕлĕшпе те уйăрма хистет. Çанталăк ăшăтнă вăхăтра кăчăкăланнă хурлăхан тĕммисене пăхса тухма та ан манăр. Туратсемпе кивĕ çулçăсем çинче хĕл каçнă сăтăрçăсемпе кĕрешме çак тĕмĕсене вĕрилентернĕ шывпа пĕрĕхсе тухни сире лайăх пулăшу парасса шанатăп. Юртан пушанакан садра шăшисем кăшласа сиенлетнĕ улмуççисене тĕл пулсан вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр сад варĕпе сĕрсе тухмалла. Кăшлакан чĕр чунсем сăтăра улмуççи вулли тавраллах тунă пулсан, çав йывăçсене çийĕнчех кĕпер меслечĕпе сыпмалла.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6