Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшасси çине уйрăм тимлĕх уйăрма пуçланине палăртмалла. Çапла вара халĕ ял хуçалăхĕнче фермерсене паракан пулăшу та пысăк вырăн йышăнать. Малашлăха пăхса ĕçлекен пĕр фермер та ку пулăшуран катара юлмасть.
Иртнĕ 5 çул хушшинче Чăваш Республикинчи 296 фермер хăйсен аталанăвĕ валли патшалăхран грант илнĕ. Кăна çапла танлаштарса кăтартма пулать: 2019 - 2024 çулсенче ял хуçалăхĕнче ĕçлекен кашни пиллĕкмĕш хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе ытлă-çитлĕ усă курма пултарнă. Çакна валли бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕ сумми пĕтĕмĕшле 2 млрд тенкĕпе танлашнă. Фермерсем укçа-тенкĕ пулăшăвне илнине тишкерсен çакă куç умне тухать: ял хуçалăх производство кооперативĕсем асăннă тапхăрта 12 грант çĕнсе илме пултарнă, ĕçе тин кăна пуçăнакан фермерсем 21 грант хуçи пулса тăнă. Грант пулăшăвĕ вăй илнĕ май унпа тухăçлă усă куракансен йышĕ те пысăкланнă. Çапла вара патшалăх ял хуçалăхĕ çине тимлĕх уйăрма пуçланипе килĕшсе пуçаруллă çемье фермисем çак хушăра 49 гранта тивĕçнĕ. Республика шайĕнчи «Перспектива» гранта тивĕçнисем иртнĕ çулсенче 77 хуçалăха çитнĕ.
2019 - 2024 çулсенче пирĕн республикăра «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» наци проекчĕ шайĕнче «Агростартап» пулăшу мелĕ анлă вăй илчĕ. Маларах асăннă тапхăрта пирĕн республикăра ăна тивĕçме пултарнă хуçалăхсем 137 пулчĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă куракансем хушшинче Патăрьел тата Комсомольски муниципалитет округĕсенче пурăнакансем пулнине палăртмалла. Çав вăхăтрах Канаш, Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле муниципалитет округĕсенче патшалăх пулăшăвĕпе сахалрах усă курни курăнать. Кунта Муркаш муниципалитет округĕ вăтаммисем хушшинче. Пирĕн тăрăхри ялсенче ĕçлесе пурăнакансем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Фермер ĕçне пуçăнакансем» гранта юлашки çулсенче 26,2 миллион тенкĕ илме пултарчĕç. Кунта та пулăшу мелĕ улшăнсах пырать. Юлашки çулсенче Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» наци проекчĕ шайĕнче «Агростартап» пулăшу мелĕпе 9 грант çĕнсе илсе 31,6 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçрĕç. Ял хуçалăх аталанăвне пулăшмалли мелсем татах та пур. Вăл шутра хамăр республикăри «Перспектива» программăна та ырă енчен палăртса хăвармалла. Ку программăпа пирĕн муниципалитет округĕнчи 19 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 95,66 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçме пултарчĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансен тепĕр енĕ – çемье фермисем йĕркелесси. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе туслă ял-йыш ку ĕçе те иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Çапла вара юлашки çулсенче муниципалитет округĕнчи тăватă çемье ферми патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 22,6 миллион тенкĕлĕх тивĕçрĕ. Юлашки çулсенче грант пулăшăвĕпе пирĕн муниципалитет округĕнчи 49 фермер 176,06 миллион тенкĕлĕх усă курчĕ.
Сăмахран, Антон Кондратьев фермер 2022 çулта «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Çапла вăл çырла туса илессипе ĕçлеме пуçланă. Пĕчĕк хуçалăх формиллĕ фермерсене грантсем парасси наци проекчĕсемпе 2025 - 2030 çулсем валли те упранса юлать. Ялти предпринимательствăна аталантарасси – старт илнĕ «Эффективлă тата конкурентлă экономика» нацпроектăн паянхи тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Агропромышленность комплексне аталантарассипе - «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи енчен тивĕçтересси» наци проекчĕ. Ял хуçалăхне пулăшассине Чăваш Ене 2025 - 2030 çулсенче комплекслă аталантарассин программинче те пăхса хăварнă.
Хамăр инф.
Август 2026 |
