Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2025 ҫулхи апрелӗн 17мӗшӗнчи прессконференцире каланисем
(Малалли. Пуҫламӑшӗ 1-мӗш стр.)
Республикӑри спорт ҫыннисем ҫинчен Чӑваш Республики физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах туслашакан Раҫҫей регио нӗсенчен пӗри шутланать. Пӗлтӗрхи пӗтӗм летӳсем тӑрӑх – республикӑра пурӑнакансен проценчӗ ытла спортпа туслӑ. 2020 ҫулта вӗсем 48,2 процент пулнӑ. Граждансен спорт хастарлӑхне хӑпартас тесе «Шкул спорчӗ» тата «Кил таврашӗнчи тренер» программӑна пурнӑҫлатпӑр.
Туризм ҫинчен
Эпир федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн туризмран налук кӗнине куратпӑр, вӗсем туризм инфратытӑмне йӗркелеме тата хал ӑх пурӑнакан вырӑна аталантарма каяҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн Чӑваш Республикине 1 млн турист килес шанчӑк пур, ҫитес пилӗк ҫулта вара 1,5 миллионран кая мар тӗллев лартмалла. Гостиницӑсемпе сервиссене, турпро дуктсене кӗртнӗ май инфратытӑма ата лантармалла. Ҫапла эпир «Чӑваш Ен Ҫӑлкуҫӗсем» проекта 150 ҫӑл куҫран тата пилӗк турист маршрутӗнчен цифра карттипе пурнӑҫларӑмӑр. Ҫавӑн пекех юхан шыв туризмне, автотуризма, пулӑмсемпе промышленноҫ туризмне аталантарма планл атпӑр. Турист пирӗн пата таврӑнма шут тытни питӗ кирлӗ.
Чӑваш Ен ҫулӗсем ҫинчен
Юлашки пилӗк ҫулта ҫулсене юсас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ: 2400 ҫухрӑм юсанӑ, 85 ҫухрӑм тунӑ тата 23 кӗпере юсанӑ. Президент Шупашкар агломерацийӗн ҫулӗсен 85 проценчӗ тата регион ҫулӗсен 50 проценчӗ нормативлӑ шайра пулмалла тесе тӗллев лартнӑ. Ҫакна эпир турӑмӑр. Чарӑнса тӑмӑпӑр, ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫине ытларах пӑхӑпӑр.
Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлани ҫинчен
Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май эпӗ республикӑри 1700 асӑну объектне йӗркене кӗртме хушрӑм: вӗсене тасатмалла, сӑрламалла тата нормативлӑ шая ҫитермелле. 400 ытла объекта тӗпрен юсама тата 7 яхӑн асӑну комплексӗ тума палӑртнӑ. Кӑҫал Ҫӗнтерӳ Паркне пӗтӗмпех ҫӗнетме пуҫлаҫҫӗ: парк зони 2 хут ытла пысӑкланать. Майӑн 9мӗшӗ тӗлне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен асӑну стенин пӗр пайне вырнаҫтараҫҫӗ, ҫулталӑк вӗҫнелле кунта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫӗнӗ палӑкне уҫаҫҫӗ. Тӑван çӗршывшӑн пуҫ хунӑ ҫынсене эпир асра тытӑпӑр. Тӗлӗнмелле, пирӗн хулара Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ чӑвашла баннер ҫук. Яваплӑ ҫынсене ҫакна шута илтеретӗп, ҫӗнӗ йӗркесем тем тесен те чӑвашла пулӗҫ. Майӑн 9мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳллӗ май» ретроспективӑна хутшӑнма палӑртатӑп. Ҫак ӗҫӗн пӗр пайне туйса илес тесе, костюм суйласа илетӗп. Мӗнле костюм суйласа илесси ҫинчен шухӑшлатӑп: граждански е ҫар ҫыннин.
Инвесторсене пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен
Чӑваш Республикин Правительстви инвесторсем валли май килнӗ таран хӑтлӑ условисем йӗркелесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрать. Пулӑшу памалли тӗп мерӑсем: инвестици аталанӑвӗн агентстви урлӑ паракан налук ҫӑмӑллӑхӗсемпе ансатлатнӑ килӗшӳ процедурисем. Эпир уйрӑм экономика зонисем, индустри паркӗсем тата уйрӑм технопарксем турӑмӑр. Шупашкарти агломераци аталанӑвӗн шай ӗнче темиҫе логистика индустри пар кӗ сем тума шутлатпӑр. Ман шутпа, ҫак мерӑсем пире региона инвестици хывма тата тӗрлӗ масштаблӑ проектсем пурнӑҫлама илӗртӳлӗхпе тивӗҫтерме май параҫҫӗ.
«Время СВОих» ҫинчен
СВОна хутшӑннисене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшасси пирӗншӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Ҫавӑнпа «Время СВОих» проекта хута янӑ та ӗнтӗ. Эпӗ те хӑйӗн умне амбициллӗ тӗллев лартакан валли наставник пулма хатӗр. Вӗсен опычӗпе энергийӗ Чӑваш Ен аталанӑвне пулӑшасса шанатӑп.
«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тӗрӗслевӗнче» проект ҫинчен
Проект пур объекта та ҫавӑрса илет. Общество тӗрӗслевӗн тӗрлӗ тӗсӗшӗн вӑл пӗр платформа пулса тӑрать. Эпир тӗ рӗслев мероприятийӗсен планне туса хуракансен ушкӑнне тӑв атпӑр. Ҫакӑн тӗллевӗ муниципалитетсенчи строительство объекчӗсене тухасси е организацин ӗҫхӗлне тӗрӗслесси пулать.
Кадр резервӗ ҫинчен
Хӑв та улшӑн тата тавралӑха улӑштар – манӑн девиз. Кӑтартусене ӗнерхинчен лайӑхрах тӑвас тесен хӑвна та, хӑвӑн меслетсене те улӑштарас пулать. Ҫак принциппа лайӑх, пахалӑхлӑ кадр резервӗ йӗркелес тетӗп. Кирлӗ улшӑнусем тӑвас тесе Чӑваш Ен Правительствипе ку енӗпе ҫӗнӗ майсем шырӑпӑр.
Мисси ҫинчен
Хӑтлӑ, аталанакан, хӑрушсӑрлӑхри Чӑваш Енре пурӑнас килет, унта тӗрлӗ интереслӗ мероприяти нумай пултӑр. Ҫакна тума нумай, тӗрлӗ енлӗ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр. «Воин» центр курсанчӗсем ҫинчен «Воин» центр курсанчӗсем валли бонуссем тӑвӑпӑр, вӗренӳ иртни ҫинчен калакан сертификатсене кӗртӗпӗр, вӗсене вӗренме кӗнӗ чухне 3 хушма балл парӗҫ.
Етӗрнере иртекен Республика кунӗ ҫинчен
Етӗрне муниципалитет округӗ кӑҫал пуҫа рулӑх бюджечӗн лидерӗ пулса тӑчӗ. Вӑл Чӑваш Ен бюджетӗнчен проектсене пур нӑҫлама чи пысӑк укҫатенкӗ явӑҫтарнӑ. Выр ӑнти ҫынсем пуҫарусене хастар хутш ӑнаҫҫӗ. Етӗрне хулине Республика кунне уявланӑ чухне ҫитсе куратпӑр, интереслӗ мероприятисене хутшӑнатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.
Август 2026 |
