Пирӗн тӗллевсем пысӑк

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 15:04 Просмотров: 39

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2025 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнчи пресс-конференцире каланисем

Ҫулталӑк итогӗсем ҫинчен

Чӑваш Республикинче пухнӑ налуксен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 123 мил­лиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫав вӑхӑтрах пӗрлештернӗ тӑкаксен виҫи 116 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл – пӗр ҫул ҫеҫ мар ӗҫленин паха результачӗ. Ҫӗнӗ индивидуаллӑ программа шайӗнче эпир, инфратытӑм хатӗрлесе тата хальхи технологисене ӗҫе кӗртсе, хӑмла ӳстерес ӗҫе хастар аталантаратпӑр. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ лару­тӑрура граждансемпе тата вӗсене ырӑлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе чылай улшӑну пулса иртрӗ.

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе

105 ҫул ҫитни ҫинчен Эпир пачах урӑх позицирен аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрне кӗтӗмӗр. Кашниех хӑйӗн вырӑнне, республика пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине, хӑйӗн професси тӳпине хывнине туйса илчӗ. Шӑпах ҫавна пула кӑтартусем те хавхалантараҫҫӗ. Малашне кирек мӗнле кӑткӑслӑх та пирӗншӗн йывӑрлӑх пулмасса шанатӑп.

Медицина ҫинчен

Медицина уҫӑмлӑрах пулса пырать. Ӗҫ паракансем халӗ цех ме­ дицинине, урӑхла каласан, предприятисенче медицина кабинечӗсем уҫаҫҫӗ, унта диспансеризаци тата профилактика тӗрӗслевӗсем ирттер­ме пуҫланӑ. Сывлӑх ҫирӗпрех пулсан производство та пысӑкрах пулӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам бизнес ҫинчен

Ҫавӑн пек принцип – кашни бизнес­шухӑша ярса илмелле, ре­гистрацилемелле, тишкермелле. Унӑн малашлӑхӗ пулсан, ӑна ата­лантарма пур тапхӑрта та пулӑшмалла. Чӑваш Ен – 2022 ҫултанпа харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен институчӗ урлӑ килти хушма хуҫалӑха 12 енпе патшалӑх пулӑшӑвне паракан регионсенчен пӗри.

Пуҫарулӑх бюджечӗ ҫинчен

Чӑваш Енре пуҫарулӑх бюджечӗ ял ҫӗрӗнче активлӑн аталанать, хула ҫыннисем пуҫаракан проектсен шучӗ вара чылай пӗчӗкрех. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвӗнче хуласенче пуҫарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлас, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх организацийӗсене явӑҫтарас тӗллеве лартнӑ, вӗсем проектсене регион тата федераци укҫи­тенкипе усӑ курса пуҫарма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухакансем ҫинчен

Вӗренсе тухакансене Чӑваш Ене явӑҫтарас тесе регион майӗсем ҫинчен информаци сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Предприятисемпе аслӑ шкулсене экскурсисем йӗркеленӗ, унта хальхи оборудованипе ӗҫе йӗркелес ӗҫ малашлӑхне кӑтартса параҫҫӗ. Регион конкурентлӑ ӗҫ укҫи сӗнет, уйрӑммӑнах электротехникӑпа строительство сферисен­че, ҫавӑн пекех хӑйӗн ӗҫне уҫма пулӑшу парать. Ҫамрӑксемпе ку ӗҫ 7­мӗш класран пуҫланать.

Экспорт ҫинчен

Чӑваш Енри продукцие чикӗ леш енче ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пахалӑхӗ пысӑк. Эпир Раҫҫей экспорт центрӗпе "Раҫҫейре тунӑ" бренд айӗнче таварсем кӑларассипе хастар ӗҫлетпӗр. Ҫакӑ пире эк­спорт ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерме май парать. Экспортӑн тӗп ҫул­ йӗрӗсем – машина тӑвасси, электротехника, хими, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх продукцийӗ. Продукцие экспорта тӑратакан пӗчӗк тата вӑтам предприятисен шучӗ ӳсрӗ. Республика пулӑшӑвӗн шайӗнче 200 ытла предприяти тӗрлӗ продукципе экспортпа импорт операцийӗсене тух­ма пултарнӑ. Пирӗн экспортӑн 99 проценчӗ чӗртавар мар продукци шутланать, пысӑк технологиллӗ продукци тӳпи ӳсет. Европӑри рынок­ сене хупнӑ хыҫҫӑн эпир ҫӗнӗ ҫӗршывсем уҫатпӑр.

(Малалли 3-мӗш стр.)

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6