Çапла пĕлтерчĕ «Куснар» хуçалăхри тĕп агроном Инна Егорова хире васканă май. Унта тĕрлĕ техника-агрегат ĕçлет: акакан та пур, çĕрне те хатĕрлеççĕ. Хуçалăх хĕрÿ тапхăра лайăх хатĕрленнĕ, округра çур акине пĕрремĕш тухрĕ, пĕрремĕш вĕçлекенĕ те вăлах пуласси куçкĕрет. Çур акие вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме услови çителĕклĕ, çĕрĕ лайăх пулса çитнĕ, кирлĕ материал çителĕклĕ.
- Акана вунă техника хутшăнать, вăл шутра 7 трактор, 2 машина, 1 разбрасыватель, тăватă çын сеялкăпа ĕçлет. Пирĕн уйсенче вăйлă техника, 2 сеялка СЗ-5,4 маркăлли, кăçал 8 метр сарлакăш тыр-пул акмалли HORSCH комплекс туянтăмăр, иртнĕ çул хăватлă культиватор илсе килтĕмĕр. Хуçалăхра çурхи ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Ĕçлекенĕсем уйра та, складра та пур, ĕç дисциплини пирĕн патра çирĕп, условисем лайăх, ĕçленĕшĕн япăх мар тÿлеççĕ, вĕри апатпа кунне икĕ хутчен тивĕçтеретпĕр. Планпа пăхнă тăрăх 600 гектар çинче сăра тумалли урпа, 250 гектар çинче выльăх апачĕллĕх кукуруза йышăнмалла. Кĕрхи ыраша 220 гектар çинче акса хăварнă, лайăх хĕл каçрĕ. Вăл та сăра тумалли культура. Унсăр пуçне пирĕн нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕ 600 гектар йышăнать. Пысăк пахалăхлă тата тĕрĕсленĕ вăрлăхпа усă куратпăр. Агротехнологие çирĕп пăхăнатпăр, çанталăкĕ парсан пысăк тухăç илес шанăç пур, - терĕ Инна Юрьевна. Питех те кăмăллă, пĕр сеялкăпа тĕп агрономăн ашшĕ Юрий Егоров ăста механизатор акать.
Август 2026 |
