Олег Николаев хушнипе программа йышӑннӑ

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 14:55 Просмотров: 63

Апрелӗн 25-мӗшӗнче республика Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 1992 ҫулта йӗркеленӗ, кашни ҫулах чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан тата ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун ячӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Нико­лаев хушнипе 2020 ҫулта «Культура ата­ланӑвӗ» программи виҫинче «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫум программине йышӑннӑ. Республикӑра чӑваш чӗлхине вӗрен­мелли майсем йӗркеленӗ. Халӗ ӑна 1 – 11 класри шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн, ҫав шутра тӑван чӗлхе пек 50,1 процент вӗренет. Чӑваш чӗлхине 600 яхӑн пысӑк профессиллӗ учитель вӗрентет. Чӑваш чӗл­хи учителӗсем ҫулсеренех Пӗтӗм Раҫ ҫейри «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» професси конкурсӗн лау­реачӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине предмет майӗпе чӑваш халӑхӗ компактлӑ пурӑнакан регионсенче те – Ульяновскпа Оренбург облаҫӗсенче, Тутарстанпа Пушкӑртстан республикисенче, факультативлӑ майпа Самар облаҫӗнче – вӗрентеҫҫӗ. Анлӑ мероприяти вӗренӳ акцийӗ – Пӗтӗм Чӑваш диктанчӗ – шутланать. Юлашки 5 ҫулта акцие ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан 50 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Чӑваш чӗлхине упрас енӗпе сахал мар массӑллӑ информаци хатӗрӗ ӗҫлет. Рес­публикӑра патшалӑх хаҫат­журналӗн 80,6 проценчӗ (36 изданирен 29) чӑвашла пичет­ленет. Чӑваш Ен Наци телекуравӗн програм­мисен 56 проценчӗ, Чӑваш Ен наци радио программисен 75 проценчӗ тата «Тӑван ра­дио» 51 проценчӗ чӑвашла тухать. Чӑвашла литература кӑларасси, уйрӑмах ача­пӑча валли, ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2024 ҫулта патшалӑх заказӗпе 32 кӗнеке 34,2 пин тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. Кӑҫал 35 кӗнеке 36,4 пин тиражпа кӑларма палӑртнӑ. Шкулчченхи вӗренӗве пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2024 ҫулта пӗрремӗш хут ача сачӗсем валли чӑвашла тата вырӑсла ата­лантаракан пособисем туса хатӗрленӗ тата туяннӑ. Тӗллеве пурнӑҫлама пурӗ 19,7 мил­лион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкул педагогӗсем валли чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли 60 ытла вӗренӳ пособийӗ пур. Юлашки тӑватӑ ҫулта чӑваш чӗлхипе литература вулавӗ енӗпе 18 ҫӗнӗ учебник тата пособи хатӗрленӗ. Республикӑра художество тата тавра пӗлӳ литературине, ҫавӑн пекех обществӑпа политика хаҫачӗсемпе журналӗсене комп­лектламалли механизм йӗркеленӗ. Библио­текӑсем валли патшалӑх укҫи­тенкипе ҫум программӑна пурнӑҫланӑ вӑхӑтра 71 пин кӗнеке туяннӑ. Чӑваш чӗлхине сарас ӗҫе республикӑри те­ атрпа концерт учрежденийӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6