Икĕ пин çын пенси çине тухма хатĕрленнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 18:00 Просмотров: 98

Раççей Федерацийĕн Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ граждансене пенси çине тухасси икĕ çул юлсан индивидуаллă лицевой счет сведенийĕсемпе паллашмалли пирки пĕлтерет. Çулталăк пуçланнăранпа 2 пин ытла çын пенси çине тухма хатĕрленесси пирки документсем маларах тăратнă.ИЛС даннăйĕсене ĕç кĕнеки çинчипе танлаштарни иккĕленÿллĕ саманта вăхăтра тупса палăртма май парать. Çавăн пекех ĕç стажне е ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăра çирĕплетессипе кирлĕ доку­ментсене пухса çитерме граждансен вăхăт çителĕклĕ. Раççей Федерацийĕн Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн специалисчĕсем çак ĕçре çынсене пур енлĕ пулăшу кÿ­реççĕ. Ку услугăна çынсем ĕç паракан урлă е клиент службине пырса ыйтма пултараççĕ. Ку ĕçе кая хăвармасăр маларах тумалла, пен­си çине тухас право çитиччен сахалтан та пĕр çул. Клиент службине ыйтупа пынă чухне пĕрле паспортсăр пуçне стаж, вĕреннине çирĕплетни, ачасен çуралнă хучĕ тата пенси прави çине витĕм кÿрекен ытти документ кирлĕ. Пенсие пенси çине тухма ыйтса çырнă вăхăтран çирĕплетеççĕ, анчах та пенси çине тухмалли правăран маларах мар. Çакна ăнлан­ма ыйтатпăр, пенси правине малтанхи хаклав тума документ пани пенси çине тухма ыйтни шутланмасть.

РСФ Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6