Раççейре «Портал пчеловода» çĕнĕ цифра платформине ĕçлеттерме пуçланă. Унта ял хуçалăхĕсем уй-хирте пестицидсемпе ĕçлеме планланине пĕлтерме тивĕç. Портал урлă аграрисен хăйсем хăш уйхире, хăçан, мĕн вăхăтра им çамлама тухассине тата мĕнле препаратпа усă курассине пĕлтермелле. Цифра платформи хуртхăмăрçăсене çак информацие пĕлсе тăма, сыхланма май парать. Система уйхирте ĕçленине фильтрлать, вăл е ку препарат çыншăн тата хуртхăмăршăн мĕнле хăрушлăх кÿнине те хаклать. Çавăн пекех хушма системăра вăл е ку препаратпа сиенленсен мĕн тумаллине, утара çав вăхăтра мĕнле куçармаллине е хуртхăмăра вăхăтлăх хупса хумаллине ăнлантараççĕ. «О пестициде» саккунпа килĕшÿллĕн пестицидпа усă куракансен çав уйран 7 километрта вырнаçнă утарçăсене 5 кунран кая юлмасăр тата 10 кунран мала мар пĕлтермелле. Утарçăсен вара çак информацие илнĕ хыççăн хуртхăмăра хăрушлăх зонинчен 5 - 7 километра аяккарах илсе тухмалла е вĕсене вăхăтлăх хупмалла. Çакăн пек чикĕлев 7 - 10 кунлăх пулма пултарать. Кашни утарăн хăйĕн ветеринарипе санитари кĕнеки пулмалла, хурт хăмăра чирчĕр тĕлĕшпе тĕрĕслеттермелле. 2025 çултанпа вĕллесене ушкăнпа маркировка тăвас саккун вăя кĕрет, вĕсем çине 3 метртан курăнакан табло вырнаçтараççĕ.
Россельхознадзорăн Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинчи управленийĕ.
Август 2026 |
