Паллă драматург, публицист

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 17:55 Просмотров: 136

Василий Ржанов - драматург, публицист, патшалăх деятелĕ, СССР писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Раççей театр пĕрлĕхĕн пайташĕ.

Василий Ржанов 1915 çулхи апрелĕн 16­мĕ­ш ĕнче Ильинка ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче çуралнă. Ачаллах вăл çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕ, вулас­çырас ĕç валли те вăхăт тупнă. 1940 çулта Ленинградри Н. Островский ячĕллĕ театр институтĕнчен вĕренсе тухнă. Унпа кăна çырлахман­ха вăл, Горький ячĕллĕ литература институтĕнче ăс пухнă, хыççăн вара ЦК ВКП(б) «Крестьянская газета» издани çумĕнчи журналистсен аслă курсĕнче вĕреннĕ. 1941 - 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 96 стрелковăй дивизин «За победу» хаçатăн литература сотрудникĕнче, полк агитаторĕнче тăрăшнă. 1944 çулта пĕр хĕрÿ çапăçура вăл Нарев шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнă. Тăшман шыв урлă каçмалли хатĕре çĕмĕрсен вăл тупă, миномет, пулемет вут­çулăмне пăхмасăр юханшыв урлă ишсе каçса салтаксене йĕркелесе атакăна çĕкленĕ. Çапăçура тăшманăн пĕрремĕш траншейине çавăрса илсе çирĕпленсе ларнă, ытти подразделение шыв урлă каçма май панă. 331 стрелковăй дивизин командирĕ Мамо­нов подполковник Василий Ржанова Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама сĕнес тĕлĕшпе доку­мент çырнă, 96­мĕш дивизи тата 53­мĕш корпус пуçлăхĕсем алă пуснă, анчах та 48­мĕш çар ко­мандующийĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ çителĕклĕ тесе палăртнă. Чăваш салтакĕ ытти çапăçура та хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, çавăншăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степе­ньлĕ орденне икĕ хутчен тивĕçнĕ. Вулавçăсем ăна фельетонçă, художествăлла очерксен, çивĕч шухăшлă статьясен, хайлавсен авторĕ шайĕнче пĕлеççĕ. Василий Ржанов Шупашкарти халăх пул­тарулăх çурчĕн ертÿçинче, Чăваш АССР Ми­нистрсен Канашĕн ÿнер ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕнче, Чăваш патшалăх академи театрĕн­че литература пайĕн ертÿçинче, Туслăха сых­лассин комитечĕн Чăваш уйрăмĕн яваплă секретарĕнче тата ытти ĕçре тăрăшнă. Вăл Пĕтĕм тĕнчен Туслăх канашĕн кĕмĕл медаль­не, Мир фончĕн «Туслăхшăн кĕрешекен» ылтăн медальне тивĕçнĕ, çавăн пекех унăн ĕç­хĕлне чылай­чылай чыславпа хакланă.

Василий Ржанова «Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята 2015 çулхи июнĕн 15­мĕшĕнче панă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6