«Муркаш - Турай - «Сура» автоçула тĕпрен юсаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 17:50 Просмотров: 128

Муркаш тата етĕрне муниципалитет округĕсенче «Муркаш - Турай - «Сура» автомобиль çулне тĕпрен юсассипе виççĕмĕш тапхăрти ĕçсем пуçланчĕç. Вăл «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн виçинче пурнăçланать. Çапла пĕлтерет Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви. Проектпа килĕшÿллĕн кунта чылай ĕç тума палăртнă. Çул никĕсне çирĕп­летмелле. Йывăçсемпе тĕмсене кас­са тирпейлемелле. Çулăн кивĕ сийне вистесе илмелле, хыççăн çĕннине сармалла. Çул айккисене çирĕплетмелле. Çĕр ĕçĕн ка­лăпăшĕ те пысăк. Тимĕрпе бетон пăрăхсене юсамалла, вĕçĕсене çирĕплетмелле. 656 метр тăршшĕ тимĕр карта тытса тухмалла. 184 сигнал юпи лартмалла. Асфальт çине çул паллисене термопластик мелĕпе çыпăçтармалла. Кунта çулăн кивĕ сийне илес ĕçе вĕçленĕ. Хыççăн хăйăр, вак чул сарас ĕçсем тумалла пулать. Халĕ тăпраран çул никĕсне хываççĕ. Никĕсе вак чул сараççĕ. Каçмалли çулсем йĕркелеççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçсен калăпăшĕ 244,6 млн тенкĕпе тан­лашать. 3 километр та 485 метр тăршшĕ çул участокне юсамалла пулать. Министерство пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсем çирĕплетнĕ календарлă графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Мĕнпур ĕçе 2025 çулхи 4­мĕш кварталта вĕçлемелле.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6