Çирĕп сывлăх - хамăр алăра

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 17:47 Просмотров: 397

Сывлăх - пирĕн пурнăçăн тĕп пуянлăхĕ. Вăл нумай фактортан йĕркеленсе тăрать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе çын пурнăçĕн тăршшĕ 15 процент хăйĕн йăх-несĕлĕнчен килет, 15 проценчĕ ăна хупăрлакан экологипе çыхăннă, 10 проценчĕ - медицинăпа. Юлнă 60 проценчĕ вара çын сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе çыхăнса тăрать. Апла пулсан çын хăйĕн пурнăç йĕркине епле тытса пыни унăн пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăрать. Пурнăçра кашни çын хăйне евĕр пул­нине, тĕрлĕрен тыткаланине асăрхатпăр. Анчах çын организмĕн хăш­пĕр енĕн çирĕп виçи пирки те манмалли çук. Вĕсем: юн пусăмĕн виçи - 140­90* холестерин кăтар­тăвĕ - литр пуçне 3,5 - 5 ммоль* юнри глюко­за - литр пуçне 5,5 ммоль таран* арçынсен пилĕкĕ - 94 см е пĕчĕкрех, хĕрарăмсен – 80 см е пĕчĕкрех* кĕлетке йывăрăшĕн индексĕ 19­25 единица пулмалла. Кĕлетке йывăрăшĕн индексне епле шутласси пирки нумайăшĕ пĕлменрен унпа интересленекен те чылай. Палăртатăп, ăна çак ансат формулăпа шутламалла: кĕ ­летке йывăрăшне кĕлетке çÿллĕшĕн квадрачĕ çине пайламалла. Тĕслĕхрен, 60 килограмм йывăрăш тата 1,6 метр çÿллĕш çыннăн кĕлетке йывăрăшĕн индексне (ИМТ) шутламалли формула: ИМТ ç 60:(1,6х1,6) ç 23,4. Ку кăтарту нормă­па килĕшсе тăрать. Енчен те ИМТ 19тан та пĕчĕкрех пулни сирĕн кĕлетке йывăрăшĕ çитменнине пĕлтерет. Асăннă хисеп 25,5 -29,9 пулни сирĕн ытлашши виçе пурри пир­ки калать. ИМТ 30тан та иртни сирĕн ор­ганизм самăрăлас енне сулăннине çирĕп­ Çÿлерех асăннă кăтартăва кашни çын­нăн пĕлсе тата асăрхаса тăмалла. Çавăн чухне çеç эсир хăвăрăн çирĕп сывлăхăр пирки шанчăклă калаçайратăр. елена еГОРОВА, «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, физкультурăпа спорт медицини» бюджет учрежденийĕн врачĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6