Чăваш кĕнеке издательствинче Светлана Гордеевăн «Вместе делаем зарядку! Зарядкăна тухар пĕрле!» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене кĕнĕ сăвăсем ачасене сывă пурнăç йĕркипе туслашма хистеççĕ. Ирхине çемйипех зарядкăна тăрсан, ансат та хаваслă хусканусем тусан епле аван!
Паллах, ывăлĕ-хĕрне ашшĕ-амăшĕ тĕслĕх кăтартать. Аслисене кура çитĕнекен ăру та спортпа кăсăкланма пуçлать. Ăс та кирлĕ, вăй та кирлĕ – Çирĕплетĕр шăм-шака! – пĕтĕмлетет лирика харкамçи. Кăларăма туслăх, тĕрлĕ вăйăпа професси çинчен калакан хайлавсем те кĕнĕ. «Ĕç çынни – хисепре» сăвă тĕрлĕ профессипе паллаштарать. Кам кăна тĕл пулмасть кунта: строитель, врач, учитель, футболист, архитектор, прораб, инженер, каменщик, маляр, повар т. ыт. те. Кирек кам пулсан та лайăх ĕçчен пулмалла, чуна парса вăй хумалла тесшĕн автор. Сăвăç чĕр чунсен тĕнчине те тимлĕх уйăрнă. Хаваслă та интереслĕ сăвăсенче осьминог шахматла выляма хăтланать («Осьминог – шахмат ăсти»), дельфин тинĕсрен çĕр çине тухасшăн («Ик дельфин»), чĕрĕп кăмпа шыраса çÿрет («Чĕрĕппе кăмпа)… Жираф мăйĕ мĕншĕн вăрăм пулнине, чарлан ăçтан тата мĕнле çыру илнине пĕлес килети тата; Эппин, Светлана Гордеевăн çĕнĕ кĕнекине тупса вулăр. Вара сăвăран компот пĕçерме пултаракан хаваслă поварпа та паллашăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Август 2026 |
