Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа вăхăчĕ самай иртрĕ. Нумай улшăну кĕртрĕ вăл пирĕн пурнăçа. Ял клубĕсенче хÿтлĕх сеткисем çыхасси çирĕп йăлана кĕме ĕлкĕрчĕ. Çапла, çавăн пек йывăр вăхăтра пурте пĕр çын пек тăрăшни питех те вырăнлă. Лăпкă мар лару-тăру çынсене пĕрлештерчĕ. Ильинка территори пайĕнчи çынсем те пĕр туслă çемьери пек фронта пулăшаççĕ. Хÿтлĕх сеткисем салтаксене еплерех кирлине кашниех лайăх ăнланать.
Ильинка территори пайĕнче сетка çыхакансем виçĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Чи малтанах ку ĕçе 2023 çулхи май уйăхĕнче Тренккăри Культура çуртĕнче пуçларĕç, Нина Федорова, Ирина Мочалова тата Галина Антонова çыхма тытăнчĕç. Çак вăхăт тĕлне «кĕмĕл» волонтерсем самай Маргарита Александрова, Ольга Семенова, Роза Кирпичникова, Вера Ильина, Валентина Волкова, Мария Тямкова, Юлия Морозова, Валентина Демидова, Ираида Яртеева, Елена Вишнева, Фаина Афанасьева, Вера Столярова, Людмила Гришина (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре). Вĕсенчен кашниех хăйсем çыхакан сетка салтаксене дронсенчен хÿтĕлеме, блиндажпа çар техникине маскировка тума, çапла майпа салтаксен пурнăçне сыхласа хăварма кирлине лайăх ăнланать. Хĕлле валли хĕллехи евĕр кирлĕ, ăна валли шурă тĕслĕ спанбонд çинче хăмăр тĕслĕ ÿкерчĕклине илчĕç. Кĕркунне валли - сарăхăмăр тĕслĕреххине. Çуллахи, паллах, симĕс. Тĕс суйланă чухне салтаксемпе калаçса илетпĕр. Чи пĕлтерĕшли – пирĕн салтаксене тăшманран хÿтĕлеме пултарни. Спанбондпа сетка никĕсне ял çыннисем пухнă укçапа туянатпăр. Пĕтĕмĕшле илсен укçа парса ытларах пĕр çынсемех пулăшаççĕ. Хăшĕсем сĕт укçи панă кун килеççĕ те пĕр пиншер тенкĕ параççĕ, вĕсенчен те сетка çыхас ĕçре мĕнле те пулин пулăшу пултăр теççĕ. Материала «Вегăра» туянатпăр, ăна пире Шупашкарти Новомученик храмĕнче касса параççĕ. Уйрăм тав сăмахĕ Александра тата унăн коллективне. Тренккăри çыхмалли пунктра вара хăюран пĕчĕк касăксем тăваççĕ. Малтанхи вăхăтрах миçе сетка çыхнине шутламан, чи пĕлтерĕшли - пулăшас шухăшлă пулни. Тĕслĕхрен, кăçал гуманитари пулăшăвне виçĕ хутчен ăсатрăмăр. Кăçалхи 3 уйăхра 36 сетка фронта ятăмăр. Хăш чухне отпуска килнисенчен парса яратпăр. «Зов Чувашии» волонтер ушкăнĕпе ĕçлетпĕр эпир. Шлем çинчен тăхăнмалли хÿтлĕх çыхатпăр, апат çимĕç, гигиена хатĕрĕсем тата ытти япала пухатпăр фронт валли. Маскировка костюмне пирĕн территори пайĕнче Мăн Шашкар ФАПĕнче Марина Соколовăпа Елена Соловьева çыхма пуçларĕç. Май пур чухне килте çыхни те пулнă. Вăрманкассипе Апчар клубĕсенче костюм хатĕрлеме тытăнчĕç. Çак ăсталăха вара Марина Соколова Краснодар тăрăхĕнчи слетра вĕренсе килчĕ. Унтах ăна çыхмалли рамка тата ытти япала парнеленĕ. Çавăн хыççăн вăл территоринчи ытти çынна та çак ĕçе вĕрентрĕ. Часах мулкачкассисем те ку ĕçе хăнăхрĕç. Людмила Жигалова Ваçкассинче мастер класс ирттерчĕ. «Леший» костюма халĕ ытти çĕрте те çыхаççĕ, вĕрентнĕшĕн тав тăваççĕ.
Вăрманкассинче Людмила Жигалова, Людмила Звонкова, Эльвира Пигенешева, Елена Каргина, Алевтина Павлова, Павлина Кошкина, Елизавета Кошкина, Юлия Касеева çыхма хутшăнаççĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Апчар клубĕнче Светлана Сапожникова, Галина Волкова, Елена Исаева, Галина Палькова, Валентина Пегасова, Клавдия Амосова, Зинаида Ильина, Мария Данилова тăрăшаççĕ (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Иртнĕ çулхи кĕркуннеренпе вара икĕ пунктра пĕтĕмпе 61 «леший» костюмне çыхса фронта ăсатрĕç. Тренккăри Вера Столяровăпа Елена Вишнева тĕрлĕ япала çĕлеççĕ. Госпитале валли аялти тум, вырăн хатĕрĕ, гигиена япалисем тата кирлĕ ытти япала хатĕрлерĕç.
Çыхмалли пунктсенче ĕç çулталăк тăршшĕ пех пырать. Çавăн пекех ал ĕç ăстисем сурăх çăмĕ тасатса арларĕç. Ĕçĕ пурин валли те çитет. Хăшĕсем килте çыхаççĕ. Тĕслĕхрен, Нинель Бычкова фронт валли пĕрре кăна мар ăшă тум çыхса хатĕрлерĕ. Салтаксене пулăшакансем хушшинче тĕр лĕ ÿсĕмрисем пур. Ильинка шкулĕн вĕре не кенĕсем технологи урокĕнче тата пушă вăхăт тупса сетка çыхма хутшăнаççĕ, салтаксем патне çырусем çыраççĕ. Укçан парса пулăшакан ырă çынсене, хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхакансене, пĕрлехи ĕçе хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерÿ часах пуласса эпир шанатпăр тата кĕтетпĕр.
Аэлита ХРАМОВА, Ильинка библиотекин ертÿçи.
Август 2026 |
