Тротуарпа самокатпа пыракансем çуран утакансене тепĕр чухне чăрмав кÿреççĕ. Çанталăк ăшăтнă май вĕсем нумайланчĕç. Шалти ĕçсен пайĕ самокатпа çÿреме кăмăллакансене çул çинче асăрхануллă пулмаллине аса илтерет. Çул-йĕр правилине пăхăнманнисене хăрушсăрлăх инспекторĕсем тытса чарма тата самокатчика 800 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çакна асра тытмалла: самокатпа пыраканăн хăвăртлăх 25 кмŸч ытла пулмалла мар* унпа пĕр çын кăна çÿреме пултарать* унпа çÿрекенĕн шлем, çутта хирĕç çутатакан япала, чĕркуççи çине тата чавсана тăхăнмалли хатĕрсем кирлĕ* çул çине тухас пулсан тормоз юсавлăхне, сасă сигналне, малти тата хыçалти çутăсене тĕрĕслемелле. Самокатпа велосипедпа çÿремелли вырăнсенче, велоçул çук пулсан тротуар тата çуран çÿрекенĕн зонинче, автоçулăн сылтăм айккинче ярăнма юрать. 7 çулчченхи ачасен ятарлă вырăнта, ун пекки çук пулсан - тротуар çинче аслисем пăхса тăнипе ярăнма юрать. 7 çултан пуçласа 14 çулчченхисем те çав вырăнтах ярăнма пултараççĕ. Вĕсене аслисем пăхса тăни кирлех мар. 14 çултан аслăраххисем автоçулăн сылтăм хĕррине тухма пултараççĕ, енчен те самокат валли ытти çул çук пулсан. Электросамокатăн хăвăртлăхĕ 60 кмŸч пысăк пулмалла мар. «Дорога для автомобилей» çул йĕр палли пур вырăнта самокатпа çÿремелле мар. Автотранспорт çулĕ урлă çуран çын каçмалли вырăнта анчах каçмалла, унта самоката алăра юнашар тытса утмалла. Электросамоката 18 çул тултарсан кăна арендăна илме юрать. Сыхлăх пирки пурин те пĕлсе тăмалла. Хăвăрăн тата ыттисен пурнăçне те упрăр.
Александр ЩеРБАКОВ, ГИБДД инспекторĕ.
Август 2026 |
