Апрелĕн 16-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕн çумĕ Эдуард Маринкин килчĕ. Чи малтанах информаци кунĕ шайĕнче йышăну иртрĕ. Эдуард Маринкин, Муркаш округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ - территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин Андрей Мясников йышăну ирттерчĕç. Ĕç кунĕ Хорнуй территори пайĕнче иртрĕ. Тойкилтĕри Культура çуртĕнче çынсем самай пухăннăччĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту Аслă Çĕнтерÿ 80 çул çитнине халалланă мероприятисем пирки пулчĕ. Андрей Мясников округра юбилей мероприятийĕсене ирттерессипе паллаштарчĕ. Кăçалхи уяв анлăн иртет: «Вилĕмсĕр полк» акци, уяв концерчĕ, йăлана кĕнĕ çамрăк армеецсен парачĕ, палăк умне чечек кăшăлĕсем хурасси... Йăлана кĕнĕ тата çĕнĕ интерактивлă площадкăсем ĕçлĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунне уяв салючĕ вĕçлет. 80мĕш уяв асра юлмалла иртĕ. Округра пĕтĕмпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă вырăн 71, вăл шутра палăксем, мемориал объекчĕсем. Уявччен вĕсене тирпейлесе çĕнетĕç. Эдуард Маринкин Шупашкар хулинчи уяв саманчĕсем çинче чарăнчĕ, унта хутшăнма чĕнчĕ. Республикăра «Победный май», «Мода Победы» проектсем иртнĕ çулсене аса илтерĕç. Кăмăл тăвакансем çĕнтерÿ çулĕнчи çуркуннехи тум тăхăнма пултараççĕ. Хорнуй территори пайĕн ертÿçи Манефа Колесникова каланă тăрăх, вĕсем аслă уява хатĕрленсе пыраççĕ. Çак вăхăт тĕлне территоринчи тăватă палăкран иккĕшне тирпейленĕ, уявччен ытти ĕçе те вĕçлеме палăртаççĕ. Вырăнсенче уяв майăн 8мĕшĕнче иртет, Муркашра – майăн 9мĕшĕнче. Тепĕр ыйту Чăваш Республикинчи юлашки 5 çулти экономика ÿсĕмĕ пирки пулчĕ. Унпа Эдуард Маринкин паллаштарчĕ. Республика çитĕнĕвĕ Атăл çи федераци округĕнче те курăмлă. Муркашсем те япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Андрей Мясников каланă тăрăх, вырăнти харпăр хăй тупăш шайĕ çав тапхăрта 1,9 хут ÿснĕ, иртнĕ çулхи кăтарту 392 млн тенкĕпе танлашнă, тавар туса илсе сутлăха ăсатни, инвестици калăпăшĕ тата ытти кăтарту ÿснĕ. Хорнуйсем те ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Вырăнти пуçлăх каланă тăрăх, пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса вĕсем 2017 çултанпа 33 млн ытла тенкĕлĕх 25 объектра тĕрлĕ ĕç тунă. Юлашки вăхăтра территоринчи ял пĕвисене тасатассипе ĕçленĕ, ку ĕç малалла пырать. Çурхи пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕ пуçланчĕ. Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Сорокин вут çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăсакансене штраф кĕтнине асăрхаттарчĕ. Аса илтеретпĕр, ал айĕнче сыхлăх хатĕрĕсем пулсан та, çак тапхăрта çÿпĕçапă таврашĕ уçă вырăнта çунтарма юрамасть. Йĕр кене пăсакансене 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Округра çак вăхăт тĕлне 15 хутчен пушар тухнă, айăплисем тĕлĕшпе 4 протокол çырнă, яваплăха кĕртнĕ. «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Муркашри филиалĕн ертÿçи Сергей Попов газ оборудованийĕсемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалли пирки каларĕ. Округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Михаил Николаев çынсене федерацин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проекчĕ шайĕнче Муркаш ялĕнчи хăтлăх объекчĕшĕн сасăлама чĕнсе каларĕ. Çынсем информаци ушкăнĕ валли ыйтусем хатĕрленĕ. Тойкилтĕри Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем тахçанах туман, ăна çĕнетме ыйтаççĕ вĕсем. Вырăнти çулсене юсама ыйтаççĕ. Пĕвене ферма территорийĕнчен таса мар шыв аннине пĕлтерчĕç, унта çитсе пăхма калаçрĕç. Çынсем Шаптакри çула юсанăшăн, вырăнти библиотекăна çĕнетнĕшĕн тав турĕç. Информаци ушкăнĕ «Куснар» агрофирмăна çитсе курчĕ. Кунти ĕçе ертсе пыракан Михаил Михеев ферма ĕçĕпе паллаштарчĕ. Çак вăхăт тĕлне кунта выльăх йышĕ 837 пуç, вăл шутра сумалли ĕнесем - 468 пуç. Коллектив пысăк мар, пĕтĕмпе 15 çын. Пушă вăхăт пачах та çуккине каларĕ ертÿçĕ, çур аки пуçланчĕ, ун хыççăн -выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
