Олег Николаев республика ÿсĕмлĕ аталаннине палăртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 16:00 Просмотров: 105

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер пресс-конференци ирттерчĕ. Олег Николаев республика аталанăвĕн 2024 çулхи итогĕ­сене пĕтĕмлетрĕ, обществăпа политика пулăмĕсене хак пачĕ, Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă про­грамминче палăртнă плансене тишкерчĕ. Пресс­конференцие федераци, регион, район шайĕсен­чи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хут­ шăнчĕç. Пĕрлехи ĕç пур енлĕ усăллă та кăсăклă иртрĕ. 2,5 сехете тăсăлнă пресс­конференцире регион ертÿçи Олег Николаев журналистсен 30 ыйтăвне хуравларĕ. Вĕсем тĕрлĕ сферăна пырса тиврĕç: сывлăх сыхлав учрежденине тăвасси, харпăр хăйĕн ĕçне регистрацилесе ĕçлесси, студент­сен кампусне тăвасси, СВОран таврăннисене пулăшасси, эко­номика, пуçарулăх бюджечĕн программи тата ытти те. Журналистсем республика экономики мĕнле майпа çитĕнÿл­лĕ аталаннипе кăсăкланчĕç. Регион ертÿçи каланă тăрăх, рес­публика ÿсĕм енĕпе иккĕмĕш вырăнта пулни - чăннипех те лайăх кăтарту. Çакă - пысăк, вăтам тата пĕчĕк бизнеспа, республика çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçленипе тунă ÿсĕм. Олег Нико­лаев журналистсене республикăра тунă ÿсĕмсем пирки çынсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ытларах пĕлтерме сĕнчĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă ыйтăва та палăртмалла. Олег Николаев каланă тăрăх, Шупашкарта кăçал пĕрремĕш хут историллĕ «Победный май» ретроспектива иртет. Майăн 9­мĕшĕ пĕтĕм республикăна 80 çул каяллахине илсе çитерĕ. Уяв программи питех те анлă. Кашни ыйту çине вăл тулли хурав пачĕ, мероприяти вĕçĕнче пĕрлехи ĕçшĕн журналистсене тав турĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6