Çанталăк кунранкун ăшăтса, тавралăха симĕс сăн кĕрсе пырать. Çавна май çĕр ĕçченĕ кашни самантпа туллин усă курма тăрăшать, ĕç шавĕ уйхирте сарăлса пырать. Ял хуçалăх производство коопера тивĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, çавăн пекех хушма хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем хĕрÿ тапхăр валли хурçă утсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Ку питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, вăл ĕç хурăшсăрлăхĕпе, çынсен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварассипе çыхăннă. Юсавсăр тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăпа ĕçлени вара хăрушлăх умне те кăларса тăратма пултарать. Муркаш муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 17мĕшĕ тĕлне округри мĕнпур формăллă хуçалăхсем 4752 гектар çинчи кĕрхи культурăна, 2006 га нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă, 2140 га сÿреленĕ. Çак кунсенчех хуçалăхсем ака ĕçне те пуçăнма палăртаççĕ.
Август 2026 |
