2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен водитель удостоверенийĕн вăхăчĕ тухать пулсан, вĕсене автоматла малалла тăсаççĕ. Тĕслĕхрен, удостоверенин вăхăчĕ 2022 çулхи май уйăхĕнче тухнă пулсан, вăл 2025 çулхи май уйăхĕччен вăйра тăрать. Документра нимĕнле хушма паллă та лартмалла мар, вăл малалла тăсăлнă шутланать. Çак тапхăрччен маларах панă водитель удостоверенине, енчен те вăл вăйра тăрассине виçĕ çуллăх тăснă пулсан, халĕ ăна тепĕр виçĕ çуллăх тăсмаççĕ.
А. ЩЕРБАКОВ, ГИБДД инспекторĕ.
Август 2026 |
