Атăл çи федераци округĕн çĕнтерÿçи

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 16:25 Просмотров: 144

Нумаях пулмасть çамрăксем хушшинче бокс енĕпе кĕрешессипе Атăл çи федераци округĕн ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Атăл тăрăхĕнчи 14 регионти 150 вăйлă боксер хутшăннă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче муниципалитет округĕсемпе хуласенчи 16 спортсмен вăй виçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ - «Сывлăх» спорт шкулĕнчи бокс уйрăмĕн воспитанникĕсем Кашмашра пурăнакан йĕкĕрешсем Артемийпе Алексей Алексеевсем. 54 килограмчченхи виçе категорийĕнче Алексей Алексеев 4 хутчен ринга тухса йывăр хирĕçтăрусенче кашнинчех çĕнтернĕ. Çапла вара вăл Атăл çи федераци округĕнчи ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăнă. Кунпа пĕрлех Алексей 17-18 çулсенчи боксерсем хушшинче иртекен Раççей ăмăртăвне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Ку ăмăрту Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче 2025 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 11-мĕшĕччен иртмелле. 60 килограмчченхи виçе категорийĕнче Артем та 4 хирĕçтăру ирттернĕ. Финалти вăйăра вăл очкосемпе Самара облаçĕн спортсменне выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă, кĕмĕл призер пулса тăнă. Республикăра иртнĕ ăмăртура пирĕн боксерсем 3 ылтăн, 4 кĕмĕл, 2 пăхăр медаль çĕнсе илсе командăсем хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6