Футболла выляма ăста

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 16:22 Просмотров: 144

Пирĕн муниципалитет округĕнчи «Сывлăх» спорт шкулне çÿрекенсем тăтăшах спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе палăрнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕм вара опытлă тренерсем пулăшнипе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Çакă хамăр округри ăмăртусенче çеç мар, республика шайĕнче те палăрать. «Сывлăх» спорт шкулĕн воспитанници Аня Чаплина Шупашкарти «Энергия» ЖФК йышĕнче футболла выляссипе чемпионка пулса тăнă. Кунпа пĕрлех вăл турнирăн чи лайăх выляканĕ ята тивĕçнĕ. Çÿлерех калани çумне çакна хушса каламалла. Çуркуннехи каникулти сборсене ăнăçлă ирттерсе Аньăна «Нижний Новгород Пари» Академи шутне кĕртнĕ. Унăн йышĕпе пирĕн ентеш çамрăксен Раççейри футбол лигине хутшăнма тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6