«Ачалăхри ĕмĕт пурнăçланчĕ тесе шутлатăп. Çĕр ĕçĕнчен сивĕнсе ял çинче ят ямарăм, пурнăçăн анлă çулĕпе тăвансемпе юлташсенчен пăрăнса утмарăм. Паян пурте пур манăн - уншăн Турра тав тăватăп», - терĕ хамăр калаçу пуçламăшĕнче Йÿçкасси тăрăхĕнче нумай çул ветерансен канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин. Пуян çут çанталăкпа тăван тавралăх илемĕ, ял çумĕнчи ытарайми вăрмансемпе улăх-çаран, анкарти хыçĕнчи куç пек тăрă çăл куç... Еплерех чаплă вырăнсем Сурăм тăрăхĕнче! Çакăн пек шухăшласа ĕçре ырă ята тивĕçнĕ 75 çул тултаракан аслă тусăмпа тĕл пултăм. Геннадий Иванович ĕçрен хăраманнисен йышĕнчен. Ун пирки ыррине каламалли пайтах: ялта çуралса ÿснĕ пысăк опытлă çĕр ĕçченĕ, обществăлла ĕç хастарĕ, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан арçын. Ĕçчен ашшĕ-амăшĕнчен Гена мĕн пĕ чĕкрен ĕçпе туслă ÿснĕ. Килти хушма хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшнă, пĕрлешÿллĕ хуçалăх уй-хирĕнче çĕр ĕç опытне алла илнĕ. Шкул çулĕсенче те вăл ытти вĕренекен хыçне пытанман. Геннадий яланах пĕрле вĕренекенсен ертÿçи тата вĕрентекенĕн пулăшуçи пулнă. Пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлмен арçын ача вĕреннĕ вăхăтрах ыттисемпе пĕрле драма кружокĕ йĕркелесе ярать. Шкулта лартнă пĕр спектакль те Гена хутшăнмасăр, вăл хăйĕн рольне ăста калăпламасăр иртмен. Çак хастарлăх каччăна тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ял ачи Калинин училищине электрика вĕренме каять. Вĕренсе пĕтерсен тăван ене çамрăк специалист пулса таврăнать. Çĕнĕ вăйпа ĕçе кÿлĕннĕ çамрăка кĕçех хуçалăхри комсомол секретарĕ пулма суйлаççĕ. Ыттисем шаннине тÿрре кăларма хăнăхнă яш тăван енре драма кружокĕ йĕркелет, спектакль лартассипе репетицисем ирттерме пуçлать. Çак ĕçе ялти пултаруллă çамрăксене явăçтарать. Салтак кайма ят тухсан та каччă çăмăллăх шырамасть. Çарта та вăл электрикра служба ирттерет. Икĕ çултан тăван яла таврăнать те Шупашкарта водителе вĕренет. Хыççăн ĕç ĕмĕрне «Ударник» хуçалăхпа çыхăнтарать. Пурнăçне яла халалланă çамрăк 3 çул хуçалăхăн сĕт турттаракан автомашинипе ĕçлет. Ку хушăра унăн сĕт машини таса мар пулнине никам та курман. Хыççăн хастар водитель 14 çул çăкăр турттаракан автомашинăпа, автобуспа тата хуçалăхăн çăмăл автомашинипе канма пĕлмесĕр ĕçлет. Ĕç тесе Гена хăйĕн пурнăçĕ çине те алă сулман. Мăшăрĕпе Галинăпа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Галя вара ĕç ĕмĕрĕпех столовăйĕнче поварта тăрăшрĕ. Вăл пĕçернĕ апат хуçалăх ĕçченĕсене тăрăшуллă пулма, хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн ырми-канми вăй хума пулăшнă. 75 çулхи Геннадий Иванович паян та алă усса лармасть. Вăл Йÿçкасси территори пайĕнчи ĕç ветеранĕсен канашне ертсе пырать, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хăйĕн ăшă кăмăлĕпе вăл çамрăксемпе аслă ăрурисем хушшинчи туслăх кĕперне паян юсавлă тытать. Ăна ĕç ветеранĕсем хушшиче ирттерекен канашлусенче, вырăнти тĕрлĕ уявра, спорт ăмăртăвĕсенче, ял çамрăкĕсене патриот воспитанийĕ парассинче, шкул ачисемпе ирттерекен тĕл пулусенче курма пулать. Çулсем пуррине пăхмасăрах вырăнти «Сипет» халăх театрĕнчен те вăл сивĕнмен-ха. Çак ĕçе хутшăнакан çамрăксемшĕн вăл хăйĕн канашĕпе - яланах ырă тĕслĕхре.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
