Улмуççи çÿллĕ ÿсет-и?

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:45 Просмотров: 134

Ялта пурăнакан паян сад-пахча ĕрчетмесĕр пурăнаймастех. Килти хушма хуçалăхра хăв тăрăшнипе туса илнĕ улма-çырлан тути те лайăхрах, усси те ытларах. Унпа пĕлсе усă курни сывлăхшăн те паха. Килти хушма хуçалăхра тĕрлĕрен улма-çырла йывăççипе тĕмсене çитĕнтерекен сахал мар. Агротехника мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçласа ĕçлени вĕсенчен усăллă, витаминпа пуян çимĕç ытлă-çитлĕ туса илме май парать. Ку тĕлĕшпе вара пахчаçăн çулталăкĕпех тăрăшса вăй хумалли сахал мар. Пахчаçăн ĕçĕ çуркунне пуçланать те улма-çырла пуçтарса илнипе тата вĕсене тирпейленипе вĕçленет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - ÿстерме лартнă йывăçăн «кĕлеткине» е туратлă пайне çуркунне тĕрĕс йĕркелесси. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе садра улмуççи е груша йывăççисене маларах та, çимĕç тума пуçласан та тăтăшах пурнăçласси пирки манмалла мар. Вĕсем çинчи шалалла ÿсекен е ытлашши туратсене вăхăтра касма тăрăшмалла. Туратсене касса кĕскетни йывăçа тĕрĕс-тĕкел аталанма тата маларах çимĕç тума пуçăнма пулăшать. Йывăçăн туратлă тăррине тĕрĕс йĕркелени сире çу-каçа çимĕçпе савăнтарĕ, мĕншĕн тесен хĕвел çути ытларах лекни çакăнта улма йывăççине ырă витĕм кÿрет. Ку лайăх ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех улмуççие е грушăна çÿлелле те ытлашши ÿсме ирĕк памалла мар. Мĕншĕн тесен çавăн пек йывăç çинчи çимĕç (груша е панулми) татăлса çĕр çине ÿкнĕ май туратпа перĕнсе сиенленет, пахалăхне çухатать. Çавăн пек йывăç çинчи çимĕçе татса пухма та кансĕр. Çакăнтан асăрханас тĕллевпе ÿсекен йывăç вуллин тăррине кĕскетмелле. Ку ĕçе халĕ йывăç вулли тăрăх сĕткен куçма тапраниччен пуçăнмалла та каснă вырăна сад варĕпе сĕрмелле. Алă айĕнче вăл çук пулсан каснă вырăна çийĕнчех çуллă сăрăпа сăрламалла. Хăвăрт типекен нитроэмальпе усă курас çук, вăл чылай вăхăт упранмасть.

Александр ШАРИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6