Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем Раççей Социаллă Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ урлă пур енлĕ пулăшупа усă курма пултараççĕ. Асăннă ведомство урлă паракан патшалăх пулăшăвĕ анлă. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
Çăмăллăхлă пенси
Мобилизациленисен, хăйсен ирĕкĕпе тата контракт çырса ятарлă çар операцине хутшăнакансен вĕсем çак çар ĕçне хутшăннă тапхăрти çулталăкри пенси коэффициентне 1,8 вырăнне 3,6-па шутлаççĕ. Ватлăха пула паракан пенси çине тухма хатĕрленекенсене СВОра пулнă тапхăртине шутланипе пенси çине пенси ÿсĕмĕччен 2 çул маларах тухма май парать.
Уйăхсеренхи укçа тÿлевĕ
2024 çултанпа уйăхсеренхи укçа тÿлевне удостоверени çырнă вăхăтранпа çирĕплетеççĕ, вăл шутра - ятарлă çар операцине хутшăнакан çар ĕçĕн ветеранĕсене. Ăна валли уйрăм заявлени çырмалла мар, тÿлеве удостоверени паракан патшалăх органĕсен сведенийĕсене шута илнипе параççĕ. Унсăр пуçне СВО-на хутшăнса çар ĕçĕнче суранланнисене уйă серенхи укçа тÿлевĕ çирĕплетеççĕ. Унăн калăпăшĕ инвалидность ушкăнĕнчен килет. Çар ĕçĕсен ветеранĕсене Раççей Социаллă Фончĕ Чăваш Республикинчи уйрăмĕ уйăхсеренхи укçа тÿлевĕпе тивĕçтерет.
Санаторипе курорт сиплевĕ
2025 çул пуçламăшĕнченпе СВОн демобилизациленĕ участникĕсем медицина реабилитацине тата санаторипе курорт сиплевне Раççей Социаллă Фончĕн ведомствинчи центрĕсенче ирттерме пултараççĕ. Çак услугăсемпе усă курас пулсан алăра çар ĕçĕсен ветеранĕн удостоверенийĕ тата сиплевпе реабилитаци тумаллине çирĕплетекен документ, çавăн пекех çар ĕçне вĕçленине çирĕплетекен докуме кирлĕ. Унсăр пуçне сиплеве кайса килнишĕн тăкакланнине саплаштараççĕ.
Пособи
Ача çуралнишĕн уйăхсеренхи пособие СВО ветеранĕн çемйине ансат мелпе параççĕ. Гражданинăн мобилизаци вăхăтĕнчи тупăшне тÿлеве çирĕплетнĕ чухне шута илмеççĕ. Çавăн пекех СВО участникĕсен çемйисем пĕр хутчен паракан пособипе усă кураççĕ. Ăна шутланă чухне салтакăн тупăшне шута илмеççĕ. Вăхăтлă çар службине чĕннисен çар çыннисен ача кĕтекен мăшăрĕсене социаллă фонд пĕр хутчен пособи парать. Пособи тивĕçес текенсем документсене патшалăх услугисен порталĕ урлă е МФсенче пама пултараççĕ.
Ыйтусем пулсан 8-800-100-00-01 номерпе шăнкăравламалла. РСФ Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.
Август 2026 |
