Кăçалхи 1 кварталта округри ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем граждан лару-тăрăвĕн 179 актне çырнă. Отчетлă тапхăрта 28 ача çуралнă. Кун пек савăнăçлă хыпар ытларах Муркаш (6 ача), Москакасси (4 ача), Мăн Сĕнтĕр (3 ача) территори пайĕсене килнĕ. Çак тапхăрта 7 ачан ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ, 2 çын хăйĕн биографи кăтартăвне улăштарнă. Январь - март уйăхĕсенче 115 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра - 69 арçыннăн тата 46 хĕрарăмăн. Вилекенсем Мăн Сĕнтĕр (17 çын), Ильинка тата Турай (12-шер çын) территори пайĕсенче ытларах пулнă. Пĕрремĕш кварталта 20 мăшăр çемье çавăрнă, 7 çемье арканнă.
Август 2026 |
