Калайкасси шкулĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисемпе - паянхи паттăрсемпе - тĕл пулу иртрĕ. Унта Сергей Худяков, Николай Илларионов, Михаил Романов, Николай Аксендаров салтаксем хутшăнчĕç. Вĕсем ачасене хăйсен çар ĕçĕн историйĕпе паллаштарчĕç, çар юлташĕсем, пĕр-пĕрне пулăшас пахалăх тата патриотлăх пирки каласа пачĕç. Ачасем салтаксене питĕ тимлĕн итлерĕç, тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç. Вĕренекенсене çар ĕçĕн йывăрлăхĕ, салтаксене ятарлă çар операцине хутшăнма мĕн хистени тата ытти ыйту интереслентерчĕ. Çавăн пекех ачасенчен çырусемпе парнесем, теттесем илнĕ чухне мĕнле туйăм пулнипе кăсăкланчĕç.
«Ачасем тунă открытка тăван тăрăхран килсен куç шывланать. Çак туйăма сăмахпа каласа пама та йывăр. Чун-чĕре çав тери савăнать», - терĕ Михаил Романов.
Ачасемпе калаçнă хыççăн шкул директорĕ Татьяна Ершова хăнасене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тĕл пулăва хутшăннисем паттăр салтаксене тав туса алă çупса, ăшă сăмахсем каласа ăсатрĕç.
Август 2026 |
