Муркаш шкулĕнчи «Родина» çарпа патриот клубĕ чылай çул тĕрлĕ конкурспа мероприятие хутшăнать, хăйĕн çитĕнĕвĕпе савăнтарать. Акă халĕ те Муркаш шкулĕн 16 вĕренекенĕ Мускав хулине çитсе килчĕ, пĕтĕм Раççейри «Смотр строя и песни. Марш Победителям» 14-мĕш уçă конкурса хутшăнчĕ. Çакăнта пултарулăха кăтартма тивĕçни кăна еплерех пысăк чыс. Çак çул çÿрев те вĕсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Мероприятие Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă. Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем конкурсра хăйсене питĕ пултаруллăн кăтартрĕç. Вĕсен çар ĕçĕсен ăсталăхĕ пысăк пулчĕ. Ачасен пĕлÿ шайĕ пысăк, викторинăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне тата Александр Невский çĕнтерĕвне лайăх пĕлни курăнчĕ. Çавăн пекех вĕсем Калашников автоматне питĕ хăвăрт сÿтсе пуçтарма пултарчĕç. Конкурс Комиссийĕ муркашсене пысăка хурса хакларĕ, конкурса хутшăнма тĕплĕн хатĕрленнине тата пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Ачасен çул çÿревĕ питĕ кăсăклă иртрĕ, культура программи пуян пулчĕ. Вĕсем Мускав хулипе паллашрĕç. Мускав Кремлĕ кăна мĕне тăрать. Кунта историллĕ вырăн питĕ нумай. Царь-пушка, Царь-колокол мăнаçлăн курăнать. Караул улшăннă вăхăта пăхма та кăсăклă. Мускаври Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторине кĕрсе курни те чылайлăха асра юлĕ. Муркаш шкулĕн ачисем Пысăк залра «Голос музыки» музыка проекчĕпе киленме пултарчĕç.
Вăрăм çул çÿрев пурне те килĕшрĕ.
Август 2026 |
