Çыхăну çирĕпленсе пытăр

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:06 Просмотров: 138

Пирĕн пысăк Раççейре «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа 7 район хаçачĕ пичетленет.

Свердловск облаçĕнчи Сухой Лог хулинче тухакан «Знамя Победы» хаçатăн тĕп редакторĕ Олеся Салтанова çапла каласа парать:

- Çак хаçатсене пĕрлештерес шухăш 10 çул каяллах çуралчĕ. Ун чухне эпир хамăр хаçат 85 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕччĕ. Çавăн чухне эпĕ Раççейре «Знамя Победы» ятпа 7 хаçат тухнине тĕпчесе пĕлтĕм. Иртнĕ çулхи сентябрьте волонтерсемпе СВО-на хутшăнакан салтаксене пулăшу кайса патăмăр. Çавăн чухне эпĕ Донецк Халăх Республикинче «Знамя Победы» ятпа тухакан шахтер хаçачĕн редакторĕпе Денис Сидоренкопа паллашрăм. Ун чухне манăн «Ялавçăсене» çыхăнтарас шухăш тата çирĕпленчĕ. Проекта хутшăнакансем – хаçачĕсен редакцийĕсем. Çак хаçатсем пурте иртнĕ ĕмĕрĕн 30 - 40 çулĕсенче тухма пуçланă. Нумай енĕпе вĕсем пĕр евĕр: историйĕпе, тематикипе, хускатакан ыйтусемпе. Эпир пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçл еме пулатпăр. Хамăр ăсталăхпа паллаштарăпăр. Тăван тăрăх çинчен каласа парăпăр. Пĕр-пĕрне информаципе тивĕçтерĕпĕр. Çивĕч ыйтусене пĕрле татса парăпăр. Свердловск облаçĕнчи журналистсен çуртĕнче «Тăванлашнă хаçатсем. Журналистсем ялав çĕклеççĕ» акцие Олеся Салтанова тата кунти журналистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Ольга Закорюкина старт пачĕç. Саратов, Чулхула, Амур, Курск облаçĕсенчи, Чăваш Республикинчи тата Донецк Халăх Республикинчи тĕп редакторсем телемост мелĕпе çыхăнчĕç. Ĕçтешсем кĕскен хăйсемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Проект символĕ Çĕнтерÿ ялавĕ пулĕ. Унăн аял енне йĕркипе çичĕ район хаçачĕн логотипне вырнаçтарнă. Асăннă хаçатсен редакторĕсем çыхăну тытма килĕшнине алă пусса çирĕплетĕç. Ялавăн экземплярĕсем кашни редакцире тата вырăнти журналистсен пĕрлĕхĕнче упранĕç. Тепĕр экземплярĕ Мускавра журналистсен Тĕп çуртĕнче пулĕ. Ку - вырăнти хаçатсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен тунă пĕрремĕш опыт. Çак практикăна ытти изданисем малалла аталантарма пултараççĕ.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6