Çĕмĕртлĕх Чемейри Варварăпа Николай Семеновсен йышлă çемйинче 1913 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче çуралнă Евтихий ятлă ывăл ачасенчен асли пулнă. Евтихий хăйĕн пурнăçĕ пирки кĕскен 1951 çулта çырса хăварнă. Вăл пуçламăш классене ял шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн 8 класлă шкула Мăн Чураш ялне кайнă.
Вĕреннĕ çынсем сахал пулнă вăл вăхăтра. Çавна май тата унăн тăрăшулăхне кура ăна ял шкулĕнче учительте ĕçлеме шаннă. Учитель ĕçĕшĕн вăл савăннă, часах вăл Етĕрне хулинчи учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кайнă. Алла диплом илсен вара Ярапайкасси шкулĕнче учительте ĕçлеме пуçланă. 1935 çулта унăн çар ретне тăрас вăхăт та çитнĕ. Икĕ çул хушши вăл Киев хули патĕнче çар ĕçне пурнăçланă, çыхăнăвăн 6 полкĕнче бодист телефонист пулнă. Унтан таврăнсан ял хуçалăхĕнче тăрăшма пуçланă, бухгалтера вĕренсе тухнă, Сĕнтĕр типографийĕнче ĕçленĕ, çамрăксене колхоз шкулĕнче вĕрентнĕ. Вăрçă пуçланнă, малтанхи вăхăтрах вăл фронта çитеймен-ха. Ăна 1942 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче алла повестка панă. Тăван тăрăхран тухса кайсан Мари Респуб ликинчи Сурок станцире çар ĕçне пурнăçлама тытăннă. Умра - Хĕвел анăç фрончĕ. Ăна каллех вĕренме сĕннĕ, ку хутĕнче Евтихий политруксен курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн ăна лейтенант званине панă.Умра - Рыбинск хули, Евтихий Семенова ытти политĕçченпе пĕрле аслă командирсен танк училищине пĕлĕве ÿстерме янă. 1944 çулхи июль уйăхĕнче командирăн çулĕ Прибалтика фронтне пулнă. Ăна 89 танк бригадин командирĕн должноçне шаннă. Салтаксемпе разведкăна кайсан сентябрĕн 20-мĕшĕнче Рига хули патĕнче тăшман пульли йывăр амантнă. Двинск тата Вичуга хулисенчи сиплев вăхăчĕ нумайлăха пулнă, 1945 çулхи январĕн 3-мĕшĕчченех. Семенов лейтенанта фронтри хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе чысланă. Госпиталь хыççăн малаллахи çул фронта мар, Мускаври офицерсен вĕренÿпе саппас полкне пулнă. Вăрçă суранĕ тарăн йĕр хăварнă. Вăхăт нумаях та иртмен, ăна тăван кил çывăхнерех ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Вăл Шупашкар хулинчи çар çыннисен вăхăтлăх лагерĕн дежурнăй офицерĕ пулнă. Лагерь 1945 çулхи ноябрь уйăхĕччен ĕçленĕ. Ун хыççăн вара фронтовика Сĕнтĕр районĕн участковăйне çирĕплетнĕ. Каярах вăл вырăнти Карл Маркс ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тытăннă.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
