Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах Муркаш енри çĕр ĕçченĕ уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшать. Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техника тĕрĕслевне тухнă тракторсем паян уяр вăхăтпа туллин усă курса кунĕпех хирте тăрăшаççĕ: çĕр хатĕрлеççĕ, кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ.
Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайне уй-хир ĕçĕсем пирки оперативлă кăтартусем тăратнине тишкерсен, хресчен ĕçĕ мал туртăмлă аталанни курăнать. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне округри çĕр ĕçченĕ çур аки валли 1410 гектар çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Унăн тĕп пайне (960 гектар) Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра пурнăçланă. Округри хуçалăхсем кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 2395 гектар çинче апатлантарнă. Ку ĕçре «Свобода», «Герой», «Куснар» тата Андрей Пихтеров ертсе пыракан хуçалăхсем хастар. Пĕтĕмĕшле илсен тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен умри çур акире 11,5 пин гектара яхăн лаптăкра ака ĕçĕсем пурнăçламалла. Вăл шутра çуртрисемпе пăрçа йышши культурăсем - 8800 гектар, çĕр улми - 305 гектар, пахча çимĕç - 127 гектар, техника культурисем - 390 гектар, выльăх апачĕллĕх кукуруза – 1385 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 503 гектар йышăнаççĕ.
Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче паян çур акине тухмалли техникăна техосмотр тăратасси малалла пырать.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
