Ачалӑх марафонне хутшӑнӑр

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 13:43 Просмотров: 123

Эпир «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафона старт патӑмӑр. Кун пирки Чӑваш Республи­кин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм­-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку вӑл ахаль акци кӑна мар, вӑл эпир хӳтӗлеме, пулӑшса пыма, кӑтартса пыма хатӗррине пӗлтерет. Марафон иртекен 28 ҫул хушшинче эпир пурте пӗрле нумай ӗҫ турӑмӑр. Пӗлтӗр кӑ­на пурнӑҫри йывӑр лару­тӑрури ачасене тата инвалид ачасене пулӑшма 6 млн ытла тенкӗ пухнӑ. Ҫакӑн хыҫӗнче – такамӑн шӑпи, такамӑн ҫемйи, ҫӑлнӑ ачан кулли. Ку эпир мӗншӗн ӗҫлени пулать. Эпир яланхи пекех ҫемьепе марафона пулӑшатпӑр. Патшалӑха, бизнеса, общес­твӑна тата кӑмӑл пуррисене пурне те марафо­на хутшӑнма чӗнетӗп. Пӗрле кӑна пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсне туса хума пултаратпӑр. Чӑваш Енре ӳснӗ кашни ача ҫитӗнсен ҫапла калатӑр: «Манӑн ачалӑх телейлӗ пулнӑ!» Ку пирӗн пӗрлехи задача тата манӑн ӗмӗт, тенӗ регион пуҫлӑхӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6