Кӑҫал пуҫарулӑх бюджечӗн 1555 проектне 3,3 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫлама палӑртнӑ
2025 ҫулта Чӑваш Республикинче пуҫарулӑх проекчӗсен рекордлӑ йышне – 1555 проектне вӑя кӗртмелле. Проектсене пурнӑҫлама пулӑшас енӗпе палӑртнӑ плансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн кашни эрнере ирттерекен планеркинче сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех пуҫарулӑх бюджетне 2024 ҫулта пурнӑҫланине пӗтӗмлетнӗ. Пуҫарулӑх проекчӗсем ҫине яракан пӗтӗмӗшле сумма – 3,3 миллиард тенкӗ, ҫав шутра республика бюджечӗн укҫитенки – 2,2 миллиард тенкӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Инна Волкова пуҫарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе 2024 ҫулта Чӑваш Енре ПФО субъекчӗсем хушшинче уйӑрнӑ укҫатенкӗчи пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртнӑ. «Ӗҫе лайӑх тунӑ, пӗлтӗрхинчен те лайӑхрах. Пирӗн тӗп тӗллев – пур объекта та лайӑх ҫанталӑк условийӗсенче пурнӑҫлама пуҫласси тата вӗҫлесси.
Укҫатенкӗне кӑҫал маларах ҫитернӗ, хатӗрленӗ алгоритмсем тӑрӑх, ларутӑрӑва тӗплӗн тишкерсе, ӗҫе вӑхӑтра йӗркелемелле», – палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. 2025 ҫулта 568 автомобиль ҫулне, коммуналлӑ хуҫалӑхӑн 257 объектне, 96 мас сӑллӑ кану объектне, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин 105 объектне, территорипе ял туризмне хӑтлӑх кӗртмелли 141 объекта, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 7 объектне юсама, 62 пӗвене тасатма, выльӑх пытарнӑ 85 вырӑна тирпейлеме, 97 шыв объектне, 69 ача тата вӑйӑ площадкисене йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Проектсем 7 ен шайӗнче пулаҫҫӗ: «Спорт территорийӗ», «Ачапӑча тӗнчи», «Яла тирпейлесси», «Ял инфратытӑмне аталан тарасси», «Эсӗ суйласа илни», «Тӗлӗнмелле шыв», «Пирӗн ҫулсем». Хальхи вӑхӑтра муниципалитет контракчӗсене тӑвассине Пӑрачкав, Вӑрнар, Куславкка тата Тӑвай муниципалитет округӗсен администрацийӗсене 80 процент ытла тивӗҫ тернӗ. Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк, Канаш, Красноармейски тата Вӑрмар муниципалитет округӗсем кая юлаҫҫӗ. Элӗк, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен пӗр ҫырнӑ контракт та ҫук. «Муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсен муниципалитет контракчӗсене тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатмалла тата пуҫарулӑх Проекчӗсене 2025 ҫулхи майӑн 1мӗшӗччен контрактацилемелле», – палӑртнӑ министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан. 2020 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли программӑна пурнӑҫлама укҫатенкӗ 10,2 миллиард тенкӗ янӑ. Ҫав шутра 2025 ҫул валли 2,8 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
2020 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен ялта 5218 проект пӗтӗмӗшле 5,9 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ. Программа мероприятийӗсене (80 процент) укҫатенкӗ уйӑрнин тӗп пайне республика бюджечӗн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. Пуҫарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлани Чӑваш Ен ял территорийӗсене аталантармалли пӗлтерӗшлӗ инструмент шутланать тата муниципалитет округӗсенче пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать.
Август 2026 |
