Ку ӗҫ улттӑмӗш хут иртет. СМИ представителӗсен ыйтӑвӗсене хуравл анӑ чухне Чӑваш Республикин Олег Николаев республика аталанӑвӗн 2024 ҫулхи пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухӗ, иртнӗ обществӑпа политика пулӑмӗсене хак парӗ, республикӑри Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртнӑ плансене тишкерӗ. Журналистсем регион ертӳҫине хӑйне те, ВКСра та ыйтусем пама пултараҫҫӗ. Прессконференци 11 сехетре пуҫланать. Прессконференцие Чӑваш Ен Наци телекуравӗн, «Тӑван радио» тата «Наци радио» тӳрӗ эфирӗсенче, Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн официаллӑ сайтӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ВК ушкӑнӗнче тата телеграмканалӗнче, ҫавӑн пекех «Чӑваш Республики» ВК ушкӑнӗнче тата «Республика 21» телеграмканалта трансляцилӗҫ.
Август 2026 |
