АкА УЙĂХĔ шыВ ХУшАть
Иртнĕ хĕл кунĕсем юрпа тулăх пулайманнине кура çуркунне те хăвăрт çитрĕ, çĕр пичĕ те юртан часах тасалчĕ. Ытти çулсенче йĕпе-сапапа тулăх уйăхра шыв кĕрлесе юхни кăçал сисĕнсех каймарĕ: юр шывĕ пĕчĕккĕн çĕре сăрхăнчĕ. Хальлĕхе çут çанталăк хĕл сиввипе тĕппипех сыв пуллашман пулсан та, ăшă кунсем те нумай кĕттермессе кураксем тăрăшсах йăва çавăрни те, кăнтăртан килсе çитнĕ шăнкăрчсен юрри таврана тыткăнлама пуçлани те, кăнтăр вăхăтĕнче хĕвел ăшш и çĕр çине ытларах анни те систереççĕ. Тĕнче куç умĕнчех пĕтĕмĕшле чĕрĕлсе пырать. Çурхи илеме туйса юр ирĕлнĕ хыççăн ун айĕнчен тухнă тĕрлĕ ăпăр-тапăра, çÿп-çапа вăхăтра пуçтарса тирпейлесси халĕ ял çыннин кун йĕркине тухать. Çĕр улми вăрлăхне тĕрĕслесе яровизацилеме кă лар са ху рассипе те тăхтамалли çук. Юр ирĕлнĕ май крыжовникпа хурлăхан тĕммисене 65 градус вĕри шывпа мунча кĕртмеллине ан манăр. Ăшăннă теплицăра редис акма меллĕ вăхăт çывхарнине асра тытăр. Ку ĕçрен те çывăрса юлмалли çук. Малалла сад-пахчаçăн ака уйăхĕнчи кулленхи ĕçĕсемпе паллашар.
Ака уйăхĕн 4 - 5-мĕшĕсем. Асăннă кунсенче пÿлĕмре акнă ÿсен-тăрана, калчасене шăварма тăхтăр. Май пур пулсан пахчара çĕр кăпкалатăр, теплицăри калчасене сайралатăр. Улма-çырла йы вăççисене сыпма пуçăнма юрать. Халĕ культурăсене лĕп шыв па шăварни тата минерал удобренийĕпе апатлантарни юр ăх лă. Калча тума кабачоксене, патиссонсене, мăн хăярпа хăя р сене т. ыт. те чÿрече умĕнчи сав ăтсене акса хăварăр.
Август 2026 |
