СВО-на хутшăнакансем ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пултараççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:44 Просмотров: 126

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ятарлă çар операцине хутшăннисене тата çак ĕçĕн ветеранĕсене паракан «Агромотиватор» грантăн пысăк виçине çирĕплетнĕ. Асăннă категорири граждансем ку пулăшупа ял хуçалăхĕнче хăйсен ĕçне аталантарма пултараççĕ. Вĕсем хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пыма е индивидуаллă предприниматель шайĕнче ĕçлеме ирĕклĕ. Грант калăпăшĕ 5 млн тенкĕпе танлашать. «Агромотиватор» агробизнес валли питех те вырăнлă. Унпа производство çурт-йĕрне тума, юсама, модернизацилеме, объекта коммуникаципе çыхăнтарма, выльăх-чĕрлĕх (сыснасăр пуçне) туянма юрать, çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕ улма-çырла ÿстерме, пулă ĕрчетме вырăнлă. Тĕплĕнрех ку тĕлĕшри информаципе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Конкурс суйлавĕ пуçланнă пирки официаллă сайтра каярах пĕлтерĕпĕр.

Чăваш республикин Ял хуçалăх министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6