Хушма тÿлев

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:41 Просмотров: 173

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче «О порядке предоставления дополнительной выплаты инвалидам боевых действий» саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Çакă тÿлев çирĕплетес ĕçе унчченхинчен ансатлатать. Сĕнÿсене шута илнĕ тăрăх асăннă финанс пулăшăвне çирĕплетес, тÿлес услови çак постановлени шайĕнче пулса пырĕ. Çар ĕçĕн инваличĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме кирлĕ укçа-тенкĕне бюджетра пăхса хăварнă. «Граждансене пулăшасси - пирĕн ĕçĕн приоритечĕ. Регион ертÿçи Олег Николаев палăртнă тăрăх, кашни отрасльте эффективлă йышăну тумалла. Çынсем пирĕнтен тивĕçлĕ пулăшу кĕтеççĕ», - палăртать Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Сергей Артамонов.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев маларах çар ĕçĕсен инваличĕсен тÿлевне икĕ хут пысăклатни пирки указ кăларчĕ. Халĕ 3 ушкăнри инвалидсем уйăхсерен 1400 тенкĕ, 2-мĕш ушкăнри инвалидсем - 2000 тенкĕ, 1-мĕш ушкăнри инвалидсем 2600 тенкĕ илсе тăраççĕ. Иртнĕ çул 128 çын валли çакăн пек пулăшу 1 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енте 147 çар ĕçĕн инваличĕ пурăнать. Хушма тÿлев палăртни влаç çĕршыва хÿтĕленĕ çынсен пурнăçне пахалăхлăрах туса парассишĕн тăрăшнине çирĕплетет. Вĕсем тимлĕхпе хÿтлĕхе тивĕç.

Чăваш республикин Ĕç министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6