Типĕ курăк ан çунтарăр

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:25 Просмотров: 153

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш республикинче пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çапла вара пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисем тĕлĕшпе малашне административлă айăплав та çирĕпленĕ. Ку вăхăтри тĕп хăрушлăх вăл - типĕ курăка тата юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пĕр çĕре пухса çунтарни. Çак тĕслĕхсемпе иртнĕ кунсенче республикăра темиçе пушар та пулнă. кашнинчех çăлавçăсем вăхăтра çитни çеç инкеке сарăлма паман. Юлашки кунсенче Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн сотрудникĕсем Муркаш муниципалитет округĕн яваплă ĕçченĕсемпе типĕ курăка çунтарассине асăрхаттарассипе профилактика рейчĕ ирттерчĕç. Рейд вăхăтĕнче юр айĕнчен тухнă, çурхи хĕвел ăшшипе типнĕ курăка çунтарнă икĕ тĕслĕхе тĕл пулса сотрудниксем уйрăм çынсем административлă йĕрке пăсни пирки 2 протокол çырнă. Пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçленĕ вăхăтра хăвăра тата çывăх çыннăрсене сыхлама пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

А. СОрОкиН, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6