Отпускра пулчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:23 Просмотров: 122

Ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыва хÿтĕлекен салтаксем кашни территори пайĕнчех пур, сахаллăн мар вĕсем. кашни салтака вара тăван килте çĕнтерÿпе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Черетлĕ канăва килнишĕн те савăнмалла. Акă тренккăра 1978 çулта çуралнă Эдуард расков отпуска килсе кайрĕ. Вăл депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕпе Михаил Бычковпа тĕл пулчĕ. иккĕшĕн калаçмалли, сÿтсе явмалли сахал мар пулчĕ.

- Ильинка территорийĕнчи çынсем те, ыттисем пекех, çĕршыва хÿтĕлессишĕн тăрăшаççĕ. Салтаксем çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. Тыл вара фронта пулăшать. «Кĕмĕл» волонтерсем хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхаççĕ, ыттисем урăх енĕпе май пур таран пулăшаççĕ. Пĕрле пулсан кăна тăшмана çĕнтерĕпĕр. Эпĕ, депутат пулнă май, манăн тÿпе те çак пулăшура курăнтăр тетĕп, сетка çыхакансене хавхалантарма тăрăшатăп. Тылăн пулăшмаллах фронта. Эдуард Расковпа тĕл пултăм та фронтри лару-тăру пирки пĕлтĕм. Маттур салтак вăл, наградăна ахальтен памаççĕ, çĕнтерÿпе хăвăртрах таврăнччăрччĕ вĕсем, - терĕ Михаил Бычков.

Салтак çĕршыв хÿтлĕхне тăнă, хăйĕн ирĕкĕпе 2023 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнма тухса кайнă. Никама та кил-йышран уйрăлса тухса кайма çăмăл мар, çемьеллĕ çынна тен йывăртарах та. Халĕ Эдик Авдеевка тăрăхĕнче çар ĕçне пурнăçлать. Аякри тăрăхра хăюлăх кăтартнăшăн ăна «За отвагу» медальпе чысланă. Акă вăл каллех вăрăм çула тухрĕ. «Турă сыхлатăр, çулу такăр пултăр. Хăвна сыхла», - тесе ăсатрĕç ăна ентешсем.

роза иЛЛАриОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6