Чăваш кĕнеке издательстви С.В. Матвеева, Е.и. Панина, и.В. Ядранская, Г.В. Плетеневская, Л.А. Егорова авторсемпе пĕрле шкул çулне çитмен ачасене чăвашла вулама-шутлама вĕрентмелли виçĕ ĕç тетрачĕ хатĕрлесе кăларчĕ. тетрадьсене тăван чăваш чĕлхипе çырнă, ÿкерчĕкĕсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе ÿкернĕ. Пуплев ача аталанăвĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах пулăшнипе ача хăй таврашĕнчи япаласене, çут çанталăка ăса хывать. Ачана пуплевре литература нормисене пăхăнакан илемлĕ чĕлхепе усă курма вĕрентмелле.
«Пуплеве аталантаратпăр» тетрадьри вĕрентÿллĕ вăйăра панă хăнăхтарусене пурнăçланă май ачасем ÿкерчĕксене сăнаççĕ, япаласен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхне тупаççĕ. Ыйтусем пама, ыйтусене тĕрĕс хуравлама, кĕске калавсем хатĕрлеме хăнăхса пыраççĕ. «Вулама вĕренетпĕр» тетрадьри малтанхи ĕçсем, тĕпрен илсен, сасса тупса палăртассипе çыхăннă. Малалла ачасем кашни сасăн çырура сас палли пуррине пĕлеççĕ, ун ÿкерчĕкĕпе паллашаççĕ, çырма вĕренеççĕ. Ку ĕçре вĕсене пăнчăсем е кĕске йĕрсем çул кăтартса пыраççĕ. Каярахпа вулама вренеççĕ.
«Шутлама вĕренетпĕр» пособири ĕçсене туса ачасем япаласене 5 е 10 таран шутлама вĕренеççĕ, шутне кура япала пĕр пек, нумайрах е сахалрах пулнине ăнкарма тытăнаççĕ, геометри фигурисемпе паллашаççĕ. Тетрадьсене шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем валли хатĕрленĕ. Çавăн пекех вĕсемпе ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе килте те ĕçлеме пултараççĕ. Халиччен ача сачĕсем валли чăвашла çырнă кунашкал тетрадьсем пулманччĕ-ха. Çавăнпа çак вĕренÿ кăларăмĕсем шкул çулне çитмен ачасемшĕн те, воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те кăсăклă пуласса шанатпăр.
Алина МАЙОрОВА.
Август 2026 |
