Аса илтеретĕп, Муркаш округĕн Общество палатин пайташĕсем нумаях пулмасть вырăна тухса черетлĕ лару ирттернĕччĕ. Ĕçлĕ калаçăвăн пĕр пайĕ Юнкă территорийĕнче пулчĕ. кун йĕркинчи пĕр ыйту – Муркаш округĕнчи потребитель рынокĕн аталанăвĕ пирки. Унпа округ администрацийĕн экономика тата инвестици ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Ольга тимофеева паллаштарчĕ.
Потребитель рынокĕ округри çынсен пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăха тĕрлĕ услугăпа тивĕçтернипе танах ĕç вырăнĕсем туса парать, вырăнти бюджета палăрмалла тÿпе хывать. Потребитель рынокĕн эффективлăхне, халăх ыйтăвне тивĕçтерес пахалăха ÿстерес тĕлĕшпе «Экономическое развитие» тата «Развитие сельского хозяйства и регулирование рынка сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия» муниципалитет программисем вăйра тăраççĕ.
Округра потребитель рынокĕ стабильлĕ, халăха апат-çимĕç продукчĕпе, кирлĕ услугăпа тата таварпа тăтăшах тивĕçтерме май парать. Çулталăк пуçлăмăшĕ тĕлне округра 243 потребитель рынокĕн объекчĕ пулнă, вăл шутра - ваккăн суту-илĕвĕн 180 объекчĕ, обществăлла апатланăвăн 21 объекчĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 42 объект. Пур территори пайĕнче те апат-çимĕç тата куллен кирлĕ таварсен стационарлă лавккисем ĕçлеççĕ. 180 объект тĕрлĕ таварпа 12538,1 тăв. метр лаптăк çинче суту тăвать. Вырăнти потребителе суту лаптăкĕсемпе тивĕçтерес норматив пĕр пин çын пуçне 258 тăв. Метрпа танлашать пулсан, хальхи вăхăтра ку кăтарту пирĕн округра - 408,6 тăв. метр. Суту-илÿ сферинче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи иртнĕ çул кăтартăвĕ тăрăх 42221 тенкĕпе танлашнă. Ваккăн суту-илĕвĕн таварçаврăнăшĕ 1,5 млрд тенкĕ пулнă. Çакăнти тĕп тÿпе - Муркаш райповĕн тата Мăн Сĕнтĕр райповĕн. Çавăн пекех округ территорийĕнче «Магнит» тата «Пятерочка» суту-илÿ сечĕсем ĕçлеççĕ. Лавккасем çук ялсене автолавккасем çитсе килеççĕ: Мăн Сĕнтĕр райповĕн тата Муркаш райповĕн 2-шер автолавкка, уйрăм предпринимательсен 2 автолавкка.
Округра обществăлла апатланупа тивĕçтересси анлă сарăлнă. Ку сфера икĕ енлĕ ĕçлет: пĕрремĕш категори - кафе-ресторан, бар тата ытти те, иккĕмĕш категори - шкул столовăйĕсем, предприятисенчи обществăлла апатлану объекчĕсем. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 7 территори пайĕн территорийĕнче обществăлла апатланăвăн 1250 çын лармалли вырăнлă 21 объект ĕçлет. 37 вĕренÿ учрежденийĕнче 2754 ача лармалăх шкул столовăйĕсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕ тăрăх обществăлла апатланури таварçаврăнăш 219,9 млн тенкĕпе танлашнă: Мăн Сĕнтĕр райповĕн - 81 млн тенкĕ, Муркаш райповĕн - 136,5 млн тенкĕ, ытти предприятин - 2,3 млн тенкĕ.
Услугăсен рынокĕ, вăл шутра йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтересси потребитель рынокĕн сферине кĕрет. Иртнĕ çул тÿлевлĕ услугăсемпе тивĕçтересси 149,1 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл шутра «ЖКХ «Моргаушское» МУП - 12,6 млн тенкĕ, «Газпром газораспределение Чебоксары» ОАО Муркашри филиалĕн - 23,5 млн тенкĕ тата ыттисем. Йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерес сферăра пĕчĕк бизнес тата уйрăм предпринимательсем ĕçлеççĕ, пĕтĕмпе 42 объект. Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте - 32. Тÿлевлĕ услугăсен шутне çаксем кĕреççĕ: тĕрлĕ тум çĕлесси тата юсасси, атă-пушмак юсасси, парикмахерски, автотранспорт юсасси тата ытти те. Потребитель рынокĕн сферинче кăçал услугăсен переченьне анлăлатас, вĕсен пахалăхне ÿстерес задача тăрать. Округра пурăнакансем «Интернет-магазин» услугипе ытларах усă курма тытăнни палăрать. «Магнит» тата «Пятерочка» лавккасем мобильлĕ хушăмпа усă курса вăл е ку тавара вырăна çитерсе параççĕ. Çавăн пекех Чăвашпотребсоюзăн «КоопМаг» хушăмпа усă курасси те анлăланса пырать. Ку хушăм республикăн 14 округĕнче ĕçлет, вăл шутра - Муркаш округĕнче те. Округри пур территори пайĕнче те стационарлă мар суту-илÿ объекчĕсем ĕçлемелле, кăçал вĕсен йышĕ 5 процент ÿсмелле. Çак вăхăт тĕлне стационарлă мар суту-илÿ объекчĕсен схемине 21 вырăн кĕртнĕ, 12-шĕ тĕлĕшпе килĕшÿ тунă. Округ территорийĕнче универсаллă 1 пасар ĕçлет. Унта 111 суту-илÿ точки вырнаçнă. Çакăн пек лару-тăру потребитель рынокĕн сферинче.
Август 2026 |
