Владимир Путин Олег Николаев шухăшне ырланă

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:06 Просмотров: 176

Чăваш республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. Унта вăл Чăваш республикин юлашки пилĕк çулхи социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарнă.

Унсăр пуçне Владимир Путин пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тата вырăнти çул-йĕр ыйтăвне хускатнă. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕре палăртнинчен ытларах тунă. «Нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тăвасси, уйрăм çынсем çурт çĕклесси, индивидуаллă строительство та ÿссе пырать. Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа та ÿсĕмлĕ ĕçлерĕмĕр», - тенĕ вăл. Çĕнĕ наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăран çитес вăхăтра вырăнти çул-йĕр çинче те ырă улшăну пуласса шантарнă Чăваш Ен пуçлăхĕ. Кремльте çĕршыв пуçлăхĕпе иртнĕ тĕл пулура регион ертÿçи Чăваш Республикин 2030 çулчченхи аталану планĕсене те палăртнă, Чăваш Ен пуçлăхĕн суйлавне хутшăнас кăмăллине пĕлтернĕ. Владимир Путин Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне çĕнĕ срока суйланма хатĕррине ырланă.

Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей МАтрОСОВ:

«Шанса тăратăп, Олег Николаев ертсе пынипе пирĕн регион пурăнма татах та лайăхрах, хăтлăрах пулĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн регион ертÿçипе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Вăл Олег Николаевăн республика ертÿçи шайĕнчи ĕçне ăнăçлă пулнине палăртнă. Эпĕ çакăн пек хаклавпа туллин килĕшетĕп. Юлашки çулсенче наци тата федераци проекчĕсем ĕçленипе ырă улшăну самай палăрчĕ. Пирĕн округра юлашки 5 çулта наци проекчĕсем шайĕнче 19,7 км тăршшĕ 7 автоçул юсанă, Ярапайкассинче Культура çурчĕ, Кашмашра шкул туса лартнă, модельлĕ икĕ библиотека хута янă, обществăлла территорисене хăтлăх кĕртнĕ. 13 шкул никĕсĕ çинче «Точка роста» вĕренÿ центрĕсем уçнă, çавăн пекех Çатракасси шкулĕнче хăтлăх ĕçĕсем туса ирттернĕ. 199 çемье çĕнĕ çурта куçнă. Республика çынсен пуçарулăхне ырласа йышăнать. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса 95 автоçулăн 66 км яхăн тăршшĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех шывпа тивĕçтерекен 105 объекта юсанă тата çĕнетнĕ, вăл шутра 62-шĕ - пуçарулăх бюджечĕн программипе. Ырă улшăну ĕçĕсене малалла та тăсма пулать. Олег Алексеевичпа эпир округ малашлăхĕ пирки сÿтсе яврăмăр, аталану задачине палăртрăмăр. Эпĕ унăн çитес суйлава хутшăнас йышăнăвĕпе килĕшетĕп тата çакăн пек тĕллеве ырлатăп».

Общество палатин ертÿçи Владимир НикитиН:

«Олег Николаев иккĕмĕш тапхăра Чăваш Ен пуçлăхĕ пулма килĕшни питех те вырăнлă. Раççей Президенчĕ унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Çакă республикăра пулса иртекен ырă улшăнусен пĕлтерĕшне ÿстерет. Юлашки çулсенче Чăваш Енте пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатассипе чылай ĕç туса ирттерчĕç. Çĕнĕ больницăсемпе шкулсем хута ячĕç, вĕренÿ учрежденийĕсенче тата сывлăх сыхлавĕнче çĕнĕ йышши условисем пулса пыраççĕ. Яллă территорисен аталанăвне тимлĕх уйăрни уйрăмах савăнтарать, пурнăçа лайăхлатма май паракан пуçарусене çынсем хăйсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем валли субсидисем уйăрнине ырламалла. Çакă аграри секторне аталантарма тата ял пурнăçĕн шайне ÿстерме май парать. Асăннă ĕçсен ăнăçлăхĕ региона Олег Николаев тата унăн команди эффективлă ертсе пынипе çыхăннă. Вăл ертсе пынипе пирĕн Чăваш Ен малалла пырĕ. Эпир пĕрле хамăрăн региона кашни çын пурнăçĕшĕн меллĕрех те хăтлăрах тăвăпăр».

Муркаш округĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Елена МАкСиМОВА:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ĕçне Раççей Президенчĕ пысăк хак панине округри ветерансен канашĕ ячĕпе хăпартланса пĕлтеретĕп. Вăл регион пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма йышăну туни пирĕн республика малашлăха çирĕп утăмлани пулать. Чăваш Ен ертÿлĕхĕ аслă ăрăва – пирĕн округ тата пĕтĕм республика аталанăвне вăй-хăват панă çынсене - тимлĕх уйăрнине палăртас килет. Олег Алексеевич пуçарулăхĕпе аслă ăру «вăрçă ачисем» статус илме пултарчĕ. Çакă вĕсен тивĕçне чăннипех те хаклани пулать. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн эпир çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене» пĕр хутчен паракан тÿлев калăпăшне ÿстерни пирки пĕлтерме хавас. Ку пулăшу кăна мар, йывăр вăхăта чăтса ирттернисене тата пирĕн историе курăмлă тÿпе хывнă çынсене хисеп туни пулать. Пирĕн республика хăтлă пурнăç условийĕ тунипе танах экономика тĕлĕшĕнчен те аталанать. Чăваш Ен пурăнма, ĕçлеме тата ача-пăчана воспитани пама хăтлă вырăн пулса пырать. Олег Николаев ертсе пынипе эпир татах та нумай çитĕнÿ тума пултарăпăр».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6