Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине уявлама

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 11:54 Просмотров: 144

50 ытла мероприяти Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине уявланӑ ятпа иртет

Республика кунӗн тӗп мероприятийӗсем кӑҫал Шупашкарта тата етӗрне муниципалитет округӗнче иртеҫҫӗ.

«Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2025 ҫулта янӑ Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ мӗнпур мероприятие чи ҫӳллӗ шайра ирттерни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Уяв пирӗн регион пӗрлӗхӗпе ҫитӗнӗвӗсене кӑтартассишӗн пӗлтерӗшлӗ. 50 ытла культура, спорт тата общество мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Вӗсене пурне те пӗтӗм муниципалитета явӑҫтарса йӗркелемелле», – тесе каланӑ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов. Шупашкарти Экономика тата архитектурӑпа урбанизм форумӗсем пек йӑлана кӗнӗ мероприятисем ирттерес планра: агроволонтер сен «Чи лайӑх ял» слечӗ, Пӗтӗм чӑвашсен ХІІІ «Акатуй» уявӗ, халӑх пултарулӑхӗн ХХХІІІ «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивалӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри ХХІІІ «Русь мастеровая» алӑ ӑстисен конкурсӗ, регионсен хушшинчи «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурсӗ, «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн кубокӗ – 2025» юланутсен чупӑвӗсем, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх предприятийӗсен «Клуб» Агро-100» презентацийӗ, «Спорт ҫемйи» фестиваль… Ҫавӑн пекех тӗрлӗ культура, спорт мероприятийӗсем тата професси конкурсӗсем, ҫав шутра Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм çулталӑкӗ шайӗнче иртекен мероприятисем. Уяв кунӗсенче общество инфратытӑмӗн тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объекчӗсене уҫма палӑртнӑ: «Ҫӗнӗ хулара» ача сачӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсем, хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче йӗлтӗрпе ҫӳремелли трасса, футбол енӗпе тимлекен спорт шкулӗн футбол манежӗ. Етӗрне муниципалитет округӗнче пысӑк мероприятисем ирттерме палӑртнӑ: «Манӑн Чӑваш Ен» тата «Пирӗн Етӗрне» фестивальсене, «Ял территорийӗсене тӗреклӗ аталантарасси» форума каламалла. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри марафонӑн «Спорт ҫӗрӗ» республикӑри тапх ӑрне, наци спорчӗн «Кĕрешӳ» кубокне тата ытти фестивале палӑртмалла. Республикӑри культурӑпа йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗллевпе «Акатуй», «Сабантуй» уявсем Чӑваш Енри пур муниципалитет округӗнче те йӑлана кӗнӗ пек иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине уявланӑ тӗле республикӑн йӑли-йӗркине, малта пыракан компетенцисене, пур ҫитӗнӗве, событисене палӑртакан сувенир продукцийӗн линейкине туса хатӗрлӗҫ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6