Округри вĕренÿ сферинче пултаруллă учительсемпе воспитательсем вăй хураççĕ. Вĕсем çĕршер ачана пĕлÿ панипе пĕрлех çын пулма та вĕрентеççĕ. Педагогсен яланах ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла, хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерсе пымалла. Çак тĕллевпе вĕсем çулленех «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ», «Чи пултаруллă класс ертÿçи», «Эпир сирĕнпе педагогсем - эпир темĕн те пултаратпăр» муниципалитет конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Кăçал та çакăн пек конкурссем иртрĕç. Учительсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Муркаш шкулĕн учителĕ Анжела Мясникова тивĕçрĕ. Воспитательсем хушшинче çĕнтерÿçĕ «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ Светлана Егорова. Класс ертÿçисем хушшинче пĕрремĕшĕ Муркаш шкулĕн учителĕ Надежда Волкова пулчĕ. Пултаруллисем хушшинче Юнкă шкулĕ çумĕнчи «Çамрăк турист» пĕрлешÿ ертÿçи Александр Сытин малти вырăна тухрĕ. Конкурса хутшăннă педагогсене вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламларĕ.
Август 2026 |
