Ҫар парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», уяв салючӗ тата ытти нумай пулӑм: Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленетпӗр. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче. Ҫӗнтерӳ кунӗнче Республика площадӗнче 12 сехетре Шупашкарти территори гарнизонӗн пӗрлештернӗ полкӗн подразделенийӗсем тата автомобиль колонни хӗҫ-пӑшалпа тата ҫар техникипе иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех – республикӑри предприятисенче кӑларакан техника колонни. Кунта 1200 ытла ҫынна явӑҫтарма па лӑртнӑ, механизациленӗ колон нӑра техникӑпа хӗҫ-пӑшал 70 единицӑран ыт ла тӑр атма палӑртнӑ. Парада малалла Наци библиотекинчен пуҫласа Хӗрлӗ площадьре вӗҫ ленекен «Вилӗмсӗр полк» тӑсать. Хӗрлӗ площадьре кунӗпех уяв концерчӗ иртет. Мероприяти финалӗ Шупашкар тӳпине 22 сехетре илем кӳрекен Ҫӗнтерӳ салючӗ пулса тӑрӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ акцисемпе мероприятисем апрель уйӑхӗнче пуҫланаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра шкулсенче «Ҫӗнтерӳ ялавӗ патӗнчи часовой» акци иртет, Ҫамрӑк армеецсен «Зарница 2.0» муниципалитет вӑййисем иртеҫҫӗ, Ача-пӑча театрӗсен «Театрлӑ ҫуркунне» фести алӗ тата ытти мероприяти пулать. Республика Пӗтӗм Раҫҫейри акцисене те хутшӑнать: «Асӑну стени», «Ҫӗн терӳ пайӑркисем», «Ҫӗнтерӳ сӑрӗсем», «Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑрҫӑран мир патне» флешмоб, «Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫӗнтерӳ хорӗ», «Фронтри бригада», «Вут-ҫулӑмлӑ картинӑсемпе Ҫӗнтерӳ ҫурти» тата ытти акци.
Аса илтеретӗп, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвӗнче уяв мероприятийӗсене ҫӳллӗ шайра ирттерме тӗллев палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтри пурнӑҫ пирӗн асӑмра чӗрӗлмелле. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ шайӗнчи паянхи пулӑмсемпе ҫыхӑнса тӑнине кӑтартмалла. Эпир кашни кунах Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлатас тесе мӗн май килнине пурне те туни курӑнмалла.
Август 2026 |
