– «Турникетсӑр эрне» профориентаци акцийӗ иртет. Шкулсенче, колледжсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсем преподавательсемпе пӗрле уйӑх хушшинче республикӑри пысӑк предприятисене кӗрсе тухӗҫ, ертсе пыракансемпе тӗл пулӗҫ, производствӑн тулли циклне курӗҫ. Пирӗн промышленноҫра ҫӗнӗ кадрсем кирлӗ, ҫавӑнпа та пирӗн задача – ачасене предприятисен майӗсене, вӗсенчен лайӑхраххисене кӑтартасси тата профессие тӗрӗс суйласси патне илсе пырасси.
Август 2026 |
