Наркотикпа усă курни саккуна пăсни пулни вăрттăнлăх мар. Çакна шута илсе ăна ура хурассипе Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» уйрăмĕ яланах тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Çапла вара пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 4-мĕшĕччен Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнче пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» акци пырать. Унта пурнăç илемне туякансем, малашлăха шанчăклă пăхакансем, обществăлла ĕçри хастарсем активлă хутшăнасса шанатпăр. Пĕрлехи ĕç саккуна пăсса наркотикпа усă курассине чакарма, профилактика ĕçне вăйлатма, çынсене вăхăтра квалификациллĕ пулăшу парассине лайăхлатма, наркотикпа çыхăннисене квалификаци пулăшăвĕ пама, сывату çулĕ çине тăма пулăшасси пирки иккĕленÿ çук. Çакна пурнăçа кĕртме пурин те пĕрле ĕçлемелле. Çÿлерех каланине шута илсе наркотик упракансем, ăна хатĕрлесе сутакансем е унпа усă куракансем çинчен хăвăр пĕлсен, пĕр тăхтаса тăмасăр кирек хăш вăхăтра та РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» уйрăмĕн дежурнăй пайне - 62-6-67, уголовлă шырав пайне 62-8-79 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Пĕрлехи тимлĕх саккуна пăсакансене çĕнтерме май парĕ.
М. АЙПЛАТОВ, РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» уйрăмĕн аслă оперуполномоченнăйĕ.
Август 2026 |
