Муркашсен ĕçĕпе пĕрле паллашрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 13:58 Просмотров: 27

Хĕл ыйхинчен вăранса курак сассипе тулнă тĕнче паян çурхи ака-сухана хатĕрленет. Çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр тесе хаклать ăна хресчен. Хаклать те çĕр-аннемĕр умĕнчи хăйĕн яваплăхне туйса çурхи уй-хир ĕçĕсене пур енлĕ хатĕрленме тăрăшать. Кунта çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнисен тÿпи те пĕчĕк мар. Вĕсене манманни, пуçланă ĕçне кун йĕркинчен кăларманни, пуян пĕлĕвĕпе анлă усă курни хальхи вăхăтра ял хуçалăх производствинче вăй хуракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах ку тĕле çитсен «Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен Союзĕ» çинчен сăмах хускатмасăр та иртме çук. Пирĕн муниципалитет округĕнчи агропромышленность комплексĕн нумай ветеранĕ çак пĕрлĕхре тăрать. Вĕсем хамăр тăрăхри çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕç лесе пуян опыт пухнă, чыс-хисепе тивĕçнĕ. Хăйсен опычĕпе, вĕрентĕвĕпе, тăрăшулăхĕпе те сĕнĕвĕпе тата ырă пуçарăвĕпе районти АПК ветеранĕсен канашĕн членĕсем яланах производствăра, Муркаш енĕн культура пурнăçĕнче палăраççĕ, паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Иртнĕ эрнекун, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, «Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен Союзĕн» ветеранĕсем Муркаш муниципалитет округне тухса обществăлла организаци правленийĕн ларăвне ирттерчĕç. Ăна правлени председателĕ Александр Самылкин ертсе пычĕ. Республикăри ытти округран килнĕ хăнасем пирĕн енри çĕр ĕçченĕсем тата чăх-чĕп пăхакансем епле ĕçленипе вырăнсене тухса паллашрĕç.

- Эпир сире Муркаш муниципалитет округĕнче йышăнма питĕ хавас. Ял хуçалăхĕн паянхи утăмĕсем эсир пурнăçланă ĕç çинче никĕсленнĕ. Ăна паянхи пĕрлешÿллĕ кооперативсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем малалла аталантараççĕ. Çакă пĕрлехи ĕç сÿнменнине çирĕплетет, - терĕ хăйĕн кĕске сăмахĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, ĕç йĕркелĕвĕн управляющийĕ Лилия Тарасова. Муркашсем хăнасене Калайкассинчи вăтам шкулта кĕтсе илчĕç. Округ пуçлăхĕн çумĕ малтанах муркашсен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Округри çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çул хамăр тăрăхра пурăнакан кашни çын пуçне 1,4 тонна тырă-пулă пуçтарса кĕртни пирки каларĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те пирĕн округ кайрисен ретĕнче мар. Пĕтĕм категориллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕр аш-какай туса илессипе эпир республикăра 6-мĕш вырăна тухнă. Çав вăхăтрах пирĕн ĕçченсемпе зооветспециалистсем тă рăшнипе округ сĕт сăвассипе - 3-мĕш вырăн, чăх çăмарти туса илессипе 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Маларах каланине пĕтĕмлетсе республ икăра çулсерен ирттерекен экономика ăмăртăвĕнче пирĕн округ иртнĕ çул пĕтĕмл етĕвĕпе 3-мĕш ушкăнта 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Лилия Юрьевна çак ÿсĕм пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ пулнине, вăл округ аталанăвĕн малашлăхĕ пурри пирки çирĕплетнине каларĕ. Округ аталанăвĕнче тĕрлĕ предприятисемпе пĕрлех обществăлла организацисем те курăмлă вырăн йышăнни пирки каламалла. Округ ĕç-хĕлне агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен вырăнти канашĕ те (ăна председатель пулса Валерий Вязов ертсе пырать) курăмлă тÿпе хывать. Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсем те пĕр вырăнта лармаççĕ. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем çамрăксене мал туртăмлă ĕçлеме хавхалантараççĕ. Çапла вара ку хутĕнче те пирĕн хăнасем Муркаш енпе паллашассине Калайкасси вăтам шкулĕнчен пуçларĕç. Вĕсене вырăнта муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, районăн Хисеплĕ гражданинĕ Валерий Вязов, Калайкассинчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе тăрăшакан çумĕ Эльвира Портнова тата ачасен «Сывлăмпи» фольклор ансамблĕ кĕтсе илчĕç.

Тĕл пулу хыççăн хăнасем малтанах Афганистанти çар операцине хутшăннисен музейĕнче пулчĕç. 1979 - 1989 çулсенчи çак çар операцине пирĕн тăрăхран 200 çынна яхăн хутшăннă. Вĕсенчен 7-шĕ инçетри çĕршывра паттăрла пуç хунă. Музейпа, округри ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе интернационалист-салтаксем Сергей Кирилловпа Николай Зайцев паллаштарчĕç. Музейпа паллашнă хыççăн хăнасем Муркаша çул тытрĕç. Кунта вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Кун хыççăн хăнасем ачасен А. Николаев ячĕллĕ библиотекине, Тури чăвашсен музейне кĕрсе муркашсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Муркаш муниципалитет округĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ Ва ле рий Вязов пухăннисене ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе, округ администрацийĕ хăйсене туллин пулăшнипе паллаштарчĕ.

- Муркашсем ĕçлеме, историе упрама пултарни аван курăнать. Ку вăл çамрăк ăрăва та тивĕçлĕ воспитани пама пулăшни пирки иккĕленÿ çук, - терĕ округ администрацине Тав çырăвĕ парса Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен Союзĕн ертÿçи Александр Самылкин. Туслă тĕл пулу хăнасене «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин ĕçĕпе паллаштарнипе вĕçленчĕ. Ветерансене фабрикăпа илсе çÿресе хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата умри тĕллевĕсемпе фабрика ертÿçи Владимир Малов паллаштарчĕ.

- Аталану çулĕпе пырасси çăмăл мар. Çавăнпа хамăр ĕçре ытларах çĕнĕ технологисемпе усă курас тетпĕр. Ку пире продуктивлăха çĕнĕ шая хăпартма пулăшать. Фабрикăра ĕçлекенсем çакна ăнланса вăй хуни пире умри тĕллевсене пурнăçлама пулашасса шанатпăр, - терĕ фабрика ертÿçи кунта ĕçлекенсем пурте ырă малашлăхпа пурăннине палăртса.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6