Кашни ушкăнра - хăйĕн çĕнтерÿçи

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 13:52 Просмотров: 39

Иртнĕ кунсенче пирĕн муниципалитет округĕнче культура ĕçченĕсен 2024 çулхи ĕçне пăхса тухса хак пачĕç. Кунпа пĕрлех ташă-юрă ăстисен, халăх театрĕсен артисчĕсен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль-конкурсне пĕтĕмлетрĕç. жюри кашни номинацирех çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Паян унпа хамăр вулакансене те паллаштарас тетпĕр, мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра хăйсен пултарулăхĕпе сцена çине тухса ялта пурăнакансене савăнтарать, вĕсенче малашлăха пăхса ĕçлес туйăма вăйлатать.

ХАЛăХ КОЛЛЕКТИВĔСЕМ

«Юрăпа ташă халăх ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнчи «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ*

2-мĕш вырăн - никама та паман*

3-мĕш вырăн - Кашмашри Культура çуртĕнчи «Ăраскал» юрăпа ташă халăх ансамблĕ*

3-мĕш вырăн – Москакассинчи Культура çуртĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕ.

«Фольклор ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Муркашри Культура çуртĕнчи «Муркаш» фольклор халăх ансамблĕ*

2-мĕш вырăн - Мăн Токшик клубĕнчи «Тăванлăх» фольклор халăх ансамблĕ*

2-мĕш вырăн – Ярапайкассинчи Культура çуртĕнчи «Екрем» фольклор халăх ансамблĕ*

3-мĕш вырăн - никама та паман.

«Ветерансен халăх хорĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Муркашри Культура çуртĕнчи ветерансен халăх хорĕ*

1-мĕш вырăн – хĕрарăмсен «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ*

2 - 3-мĕш вырăнсене никама та паман.

«Халăх театрĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Оринин халăх театрĕ*

2-мĕш вырăн - Йÿçкасси халăх театрĕ*

3-мĕш вырăн - Кашмаш халăх театрĕ.

«Халăх эстрада ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Муркашри Культура çуртĕнчи эстрада юррисен «Расна» ансамблĕ*

2 - 3-мĕш вырăнсене никама та паман.

«Халăх вокал ансамблĕ» номинацире:

1-мĕш вырăн - Ярославкăри Культура çуртĕнчи «Кăмăл» халăх вокал ансамблĕ.

ХУдОжЕСТВО ЕРТŸÇИ ПУР КОЛЛЕКТИВСЕМ

«Хутăш хор» номинацире:

1-мĕш вырăн – Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнчи «Радуга цветов» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Сыпай клубĕнчи «Акуча» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Рыккакасси клубĕнчи «Рикка» ансамбль*

3-мĕш вырăн – Мулкачкасси клубĕнчи «Пучах» ансамбль:

3-мĕш вырăн - Катькас Культура çуртĕнчи «Çăлкуç» ансамбль.

«Хĕрарăмсен хорĕ» номинацире:

1-мĕш вырăн - Юнкăри Культура çурчĕн хорĕ*

2-мĕш вырăн - Турайри Культура çурчĕн «Турай ен» хорĕ*

3-мĕш вырăн - никама та паман.

«Хĕрарăмсен ансамблĕ» номинацире:

1-мĕш вырăн - Тренккăри Культура çуртĕнчи «Уяр» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Атапай клубĕнчи «Сурпан» ансамбль*

3-мĕш вырăн - Апчар клубĕнчи «Çăлкуç» ансамбль*

3-мĕш вырăн - Анаткасси Культура çуртĕнчи «Тарават» ансамбль.

«Фольклор коллективĕ» номинацире:

1-мĕш вырăн - никама та паман*

2-мĕш вырăн - Тойкилтĕри Культура çуртĕнчи «Хавас» ансамбль*

3-мĕш вырăн - никама та паман.

«Эстрада ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Кашмашри Культура çуртĕнчи «Сердца трех» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Муркашри Культура çуртĕнчи «Илем» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Йÿçкасси Культура çуртĕнчи «Саваяр» ансамбль*

3-мĕш вырăн - никама та паман.

«Ачасен коллективĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Катькасри Культура çуртĕнчи «Хунав» фольклор ансамблĕ*

2-мĕш вырăн - Ярославкăри Культура çуртĕнчи «Самана» ВИА*

3-мĕш вырăн - Мăн Сĕнтĕрти

Культура çуртĕнчи «Юные звезды» вокалпа эстрада студийĕ*

3-мĕш вырăн - Муркашри Куль-тура çуртĕнчи «Ювента» вокал ансамблĕ.

ХУдОжЕСТВО ЕРТŸÇИ ÇУК КОЛЛЕКТИВСЕМ

«Вокал ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Шомик клубĕнчи «Атăл хумĕсем» ансамбль*

2-мĕш вырăн – Вомпăкасси клубĕнчи «Илемпи» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Мăн Хураçка клубĕнчи ансамбль*

3-мĕш вырăн - Матьăк клубĕнчи ансамбль*

3-мĕш вырăн - Чемей клубĕнчи «Илем» ансамбль.

«Фольклор коллективĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Йÿçкасси территори пайĕнчи Вăрманкасси клубĕнчи «Сурăм» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Москакасси Культура çуртĕнчи «Шураппа» ансамбль*

3-мĕш вырăн - Очăкасси клубĕнчи ансамбль.

«Эстрада ансамблĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - Ярак клубĕнчи «Ирхи çăлтăр» ансамбль*

2-мĕш вырăн - Çурлатри клубĕнчи «Сеспель» ансамбль*

3-мĕш вырăн - Ятман клубĕнчи «Ятман ен» ансамбль*

3-мĕш вырăн - Шуркасси клубĕнчи «Родник» ансамбль.

«Драма коллективĕсем» номинацире:

1-мĕш вырăн - хăйсем тĕллĕн йĕркеленнĕ «Юнга» театр*

2-мĕш вырăн - никама та паман*

3-мĕш вырăн - Ильинка территори пайĕнчи Вăрманкассинчи драма коллективĕ.

«Йывăç касса илемлетес искусство» номинацире:

1-мĕш вырăн - Юнкăри Культура çурчĕ*

2-мĕш вырăн - Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ*

2-мĕш вырăн - Муркашри Культура çурчĕ*

3-мĕш вырăн - Кашмашри Культура çурчĕ*

3-мĕш вырăн - Йÿçкассинчи Культура çурчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6